Ҫурхи уй-хир ĕҫĕсене Чăваш Республикинчи хуҫалăхсем тухма туллин хатĕрленсе ҫитнĕ

Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Пухăннисем ҫурхи уй-хир ĕҫне хатĕрленессипе ҫыхăннă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов паянхи кун тĕлне регионти 11 районта кĕрхи культурăсене им-ҫамлассипе хĕрӳ ĕҫ пынине асăннă, вăл ĕҫе 3,4 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче пурнăҫланине асăннă. Малтан тухаканнисем – Пăрачкавсем.   

Ҫурхисене акса хăварма вара Патăрьелсем, Йĕпреҫсем тухнă. Пурĕ 94 га ҫĕр лаптăкне акса хăварма та ĕлкĕрнĕ.

Кăҫал регионта 540 пин га ҫĕр лаптăкне акса тирпейлемелле. Пĕлтĕрхинчен кăтарту пысăкрах. Ҫурхи культурăна 310 пин га ҫинче акса хăварма плана кĕртнĕ.  

«Вăрлăх ҫителĕклĕ, техника хатĕр», – тенĕ Сергей Артамонов. Кăҫал пурĕ 107 ед техника туяннă, 2018 ҫулта пĕтĕмпе 42 ед техника илнĕ.   Кăҫал хуҫалăхсенче ытларах рапс акса хăварма чĕнсе каланă ертӳҫĕсем.    

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хушăвĕпе килĕшӳллĕн, хуҫалăхсенче кĕрхи культура епле хĕл каҫнине тĕпчеме ятарлă ĕҫ ушкăнне йĕркеленĕ. Вĕсем пĕтĕмпе 12 пин га тĕрĕслев витĕр кăларнă, регионти 80 хуҫалăхра пулнă, вĕсен ĕҫĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашнă. Мĕнпур лаптăксенчен 58,4 проценчĕ япăх хĕл каҫнă тесе ҫирĕплетнĕ специалистсем.     

Кăҫалхи ҫурхи ҫанталăка  пула, тăпрара нӳрĕк ҫителĕклĕ упранса юлманни куҫкĕретех.  Уй-хире ҫаплах, нумай районсенче хуҫалăсем тухайман-ха. Уйра кĕрхисем чылай аптрани вара пурсăмăра та шухăша ярать тенĕ регион Пуҫлăхĕ.    

«Кăҫал ҫурхи ĕҫсене кĕске вăхăт хушшинче пурнăҫлама тивет. Ĕҫе сăлтавсăр чарса лартма никамăн та ирĕк ҫук. Техникăна кунĕ-ҫĕрĕпе ĕҫе кӳлĕнтермелле», – тенĕ вăл.

Юр кайса пĕтнĕ вырăнсенче туххăмрах тăпрана тĕпчемелле. Кĕрхи культурăсем епле хĕл каҫнине сăнамалла. Хуҫалăхсем ҫурхи ĕҫсене туллин хатĕрленсе пынине куҫран вĕҫертме юрамасть Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерствин.

Патшалăх енчен куҫакан тĕреве хуҫалăхсем патне вăхăтра илсе ҫитермелле.    

2019 ҫулта Чăваш Енри АПКсем валли пурĕ ҫăмăллăх кредичĕсемпе пĕрле 2,3 млрд пăхса хăварнă.

Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче  ҫирĕплетнĕ, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 113-мĕш №-лĕ йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, хуҫалăхсене субсидипе тивĕҫтермели йĕркене йышăннă.

«Хальхи вăхăтра ĕҫ хучĕсене пуҫтарассипе хĕрӳ тимлеҫҫĕ хуҫалăхсенче. Кăҫал ака уйăхĕ вĕҫлениччен пурĕ 104,2 млн тăкаклама плана кĕртнĕ», – хыпарланă вице-премьер.



15 апреля 2019
13:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter