Шупашкарта ака уйăхĕн 23–26-мĕш кунĕсенче электроэнергетика тытăмĕсен Пĕтĕм тĕнчери наукăпа практика конференцийĕ пулать

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуҫласа ака уйăхĕн 26-мĕшĕччен Чăваш Енре «РЭЛАВЭКСПО–2019» форум иртет. Кун пирки шăпах та, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра тарăн сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Светлана Ананьева паянхи кун тĕлне «РЕЛАВЭКСПО-2019» форум ĕҫне хутшăнма кăмăл тунисем пирки каласа кăтартнă. Раҫҫейри пысăк предприятисем: «Россети» ПАО, «Федеральная сетевая компания ЕЭС» ПАО, «Системный оператор ЕЭС» АО, «РусГидро» ПАО  ыттисем те  региона хапăл тусах килессине хыпарланă.

«Пурĕ Раҫҫейри электротехника компанийĕсенчен  178 ҫын килесси планра пур. Кун пек нумай ҫын тахҫантанпах палăртнă мероприятине хутшăнман», – тенĕ Светлана Ананьева хăйĕн сăмахĕнче.   

Форум «Экро» предприяти ҫумĕнче пулать.

Конференци ĕҫне Раҫҫей компанийĕсемсĕр пуҫне Польшăран, Казахстанран хăнасем килĕҫ.  

Программăра ĕҫлĕ канашлусем, тĕрлĕ секцисем ĕҫлĕҫ, ҫамрăксен конференцийĕ пулать.

Форумра пуҫласа СИГРЭ Раҫҫейри наци комитечĕн ĕҫ ушкăнĕ тата «Россети» ПАО наукăпа техника канашĕн тухса ҫӳрекен ларăвĕ иртет.

Мероприятине пухăннисене регионти пысăк предприятийĕсен ĕҫĕсемпе вырăна тухса паллаштарĕҫ, центрсен ҫитĕнĕвĕсем пирки каласа кăтартĕҫ.

Пысăк форум ĕҫне хутшăнакансем спорт мероприятийĕсенче те пулĕҫ, хăйсен ăсталăхне кăтартса парĕҫ.

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче мини-футбол иртет. Правительство командипе «Рассети» ПАО, «ФСК ЕЭС» ПАО турнира тухĕҫ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫӳлерех асăннă форум Чăваш Енри предприятисем пирки тарăнрах хăнасене паллашма май парассине шанса каланă. Палăртнă мероприятисене пĕтĕмпех ҫӳллĕ шайра ирттермеллине тепĕр хут ҫирĕппăн аса илстерсе хăварнă.



15 апреля 2019
15:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter