Атăлăн ҫыранĕ хĕррине Правительство членĕсемпе пĕрле район тата хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсем ирхи чупăва тухнă

На Чебоксарской набережной на утренней тренировке встретились руководители муниципалитетов и министерств республикиАка уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарта Атăл ҫыранĕ хĕррине халăх йышлăн пухăннă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Правительство членĕсем, район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисем, тĕрлĕ служба пуҫлăхĕсем чылайăн килнĕ.  Вăл кун, шăпах та регионта Наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пынине тĕрĕслекен ĕҫ ушкăнĕ те пулнă. Форума хутшăннисем пĕр саслă пулса ирхи чупăва тухнă.

Ҫуркунне ҫитнĕ май, Атăлăн ҫыранĕ илемленсех пырать. Тĕрлĕ организацисенчи ĕҫ ушкăнĕсем сывлăха ҫирĕплетме е ирхине, е тата ĕҫ хыҫҫăн, каҫ кӳлĕм тухаҫҫĕ, сывă пурнăҫ  йĕркине тытса пынине ҫирĕплетсе параҫҫĕ. Ҫӳлерех асăннă кун Чăваш патшалăх  ял хуҫалăх академийĕнче вĕренекенсем хар  тăрсах чупма тухнă Атăл хĕррине.  

Йăлана кĕнĕ тăрăх, регион Ертӳҫи кашни ир велосипедпа уҫăлма тухать. Пурне те сывă пурнăҫ йĕркине тытса пынăшăн, хăйсен ырă тĕслĕхĕпе ыттисене те хавхалантарнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем калать.

Кун йышши мероприятисем пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарма та витĕм кӳреҫҫĕ, куллен тухса тăракан ыйтусене тапратма меллĕ, пĕрлĕхре ĕҫлеме те пулăшаҫҫĕ.  

Аса илтерсе хăваратпăр: Чăваш Енре наци проекчĕсем пурнăҫа епле кĕрсе  пынине тишкерессипе ятарлă форум иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пуҫарăвĕпе йĕркеленĕ. Районсемпе хуласенче ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерес, чи паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурассине тарăн сӳтсе явнă. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕпленĕ указа пурнăҫлассипе йышăннă ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухнă.  

Форумăн иккĕмĕш кунĕнче ҫавра сĕтел мелĕпе йĕркеленĕ уҫă калаҫусем пулнă, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсем пирки канашланă.       

Фоторепортаж



15 апреля 2019
06:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter