Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери балет фестивальне 5300 ҫын ытла ҫитсе курнă

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.

Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕн кăтартăвĕсене тарăн сӳтсе явнă.  Уяв Чăваш Енре ака уйăхĕн 5-14-мĕш кунĕсенче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ.

Фестивале кăҫал Театр ҫулталăкне тата Шупашкар хулине 550 ҫул ҫитнине халалласа йĕркеленĕ.

Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Елена Чернова фестивале пурĕ 5,3 пин ҫын ҫитсе курнине, хăйсен кăмăлне тултарнине хыпарланă.

Уяв мероприятине «Аттила» балетпа уҫнă. Пĕлтĕр Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕпе хамăр театрта лартнăскере куракансем тепĕр хут курма хапăл тусах йышăннă. Ăна пирĕн çынсем уйрăмах кăмăлланă, кӳршĕ регионсенчен килекенсем те чылайăн пулнă.

Кăҫал фестивальре чи ҫамрăк ачасем валли ятарласа хăйне евĕр программа хатĕрленĕ пулнă. «Золушкăпа» «Конек-Горбунек» пĕчĕккисен кăмăлне тултарнă. Пĕлтĕрхи фестивальте пĕрремĕш хут кăтартнă «Петипа-гала» концерта та кĕртнĕ программăна. Унта Питĕрти Михайлов театрĕн солисчĕсем Сабина Яппаровăпа Эрнест Латыпов хутшăннă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Гала-концерта пурин кăмăлне те тултарнине палăртнă.  

Фестивале сумлă хăнасем пухăннă. Пермьри Евгений Панфиловăн балечĕ «Толстой» балетпа савăнтарнă, Мари Элти оперăпа балет театрĕ «Эсмеральда» илсе килнĕ. Гала-концертра  Германири, Бразилири, Киргизири, Мускаври театрĕсен паллă артисчĕсем пурне те савăк кăмăл парнеленĕ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ фестиваль пирки тăтăшах хыпарсене вăхăтра халăх патне илсе ҫитерме витĕм кӳнĕ журналистсене мухтанă. Ӳлĕмрен те балет ăстисене ҫынсем пĕтĕм кăмăлтан юратса ҫӳрессе, культура пурнăҫа илемлĕрех тума пулăшасса шанса каланă.

23-мĕш балет фестивалĕн гала-концертне В.Вайноненăн хореографийĕпе лартнă «Париж çулăмĕ» спектаклĕнчи сцена уçнă. Ăна Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Фарух Садыркулов (Кăркăсстан наци академи оперăпа балет театрĕ) тата Ульяна Альпидовская (Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ) уçнă. Тутар патшалăх академи оперăпа балет театрĕнче юратса пăхакан «Шурале» балетăн пĕр сыпăкĕпе унта ĕçлекен Бразили ташă ăстисем Аманда Гомес тата Вагнер Карвальо паллаштарнă. Мускаври «Кремель балечĕ» театрăн солисчĕсем Егор Мотузов тата Екатерина Первушина «Фигаро» балетри адажиăна ташланă. Берлин патшалăх балетĕнчен Шупашкара Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕсем Ксения Овсяник тата Денис Виера килнĕ. Вĕсем «Дон Кихот» балетри сценăна ташланă. Хамăрăннисем те нихăш енĕпе те япăх мар. Акă Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Алексей Рюмин ирĕклĕ майпа «Буржуана» ташланă чухне залра ларакансем нихçанхинчен вăйлăн алă çупнă. Солистсен ушкăнĕ «Бон Бонс» вальса (Д.Салимбаев хореогафийĕ) тата Татьяна Альпидовскаяпа Дмитрий Поляков «Сарпике» балетри адажиăна ташланă хыççăн та чылайччен алă çупнă.



15 апреля 2019
16:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter