Анонимлă майпа шăнкăравласа усал хыпар сарнисене тупнă, уголовлă ĕҫ пуҫарнă тĕпчев ĕҫĕсем пыраҫҫĕ

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ирттернĕ.  Чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярассипе тата вĕсенчен асăрханассипе право хуралĕнче тăрăшакансем, влаҫ органĕнче ĕҫлекенсем кулленех сыхă тăраҫҫĕ. Иртнĕ эрнере Шупашкарта терроризма хатĕрленнĕ текен суя хыпар сарăлнă.

Кăнтăрла иртсен, ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Енĕн тĕп хулинче патшалăх учрежденийĕсене, суту-илӳ центрĕсене, медицина учрежденийĕсене сирпĕтсе ямалли хатĕр-бомба вырнаҫтарнă тесе анонимлă майпа хыпар ҫитнĕ.   

Ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче «Мадагаскар» суту-илӳ центрĕнче бомба хуни пирки хыпар сарăлнă. Халăха, усал суя хыпар ҫитсенех, тӳрех центртан илсе тухнă, ҫурта специалистсем тĕплĕн тишкернĕ, ятарлă хатĕрсемпе тĕрĕслев витĕр объекта кăларнă. Терроризм хăрушлăхĕ ҫук тесе ҫирĕплетнĕ специалистсем.

«Граждансен кăмăлне хуҫать кун пек пăтăрмахсем сиксе тухни.  Пирĕн пĕр тĕллев – халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси. Апла пулсан, мĕнпур служба ĕҫченĕсен пĕр-пĕринпе килĕшсе вăхăтра тухăҫлă мерăсем йышăнса хăварма пĕлмелле», тенĕ вăл сăмаха тăсса.  

Михаил Игнатьев право хуралĕнче ĕҫлекенсене лару-тăрăва ҫивĕч хакланăшăн тав тунă, кĕске вăхăтрах учрежденисенче ĕҫе малалла тăсма май килнĕшĕн ырăпа каланă.    

«Кун пек тĕслĕхсем тепĕр хутчен сиксе тухас пулсан та, пирĕн мерăсем йышăнса хăварма пĕлмелле. Хăрушлăха сирсе яма пурин те хар тăмалла. Ҫынсене ҫăлса хăварасси – пирĕн тивĕҫ», тесе хушса каланă республика Пуҫлăхĕ. Граждансене лăпкă пулма, пур ҫĕрте те хăрушсăрлăх хуҫаланнине ĕненме сĕннĕ.

Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министрĕн ҫумĕ Леонид Вакс анонимлă майпа шăнкăравласа усал хыпар сарнисене тупнине, уголовлă ĕҫ пуҫарнине пĕлтернĕ, тĕпчев ĕҫĕсем пынине каланă.  

«Хăрушлăхсăр хула»  программа муниципалитетсенче лайăх ĕҫлемелле. Видеосăнавсем объектсенче ҫителĕклĕ пулмаллине асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

«Енчен те камерăсем кивелнĕ пулсан, вĕсене ҫĕннипе ылмаштармалла. Ăна валли укҫа-тенкĕ хĕрхенсе лармалла мар», тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче Китай Халăх Республикинче ĕҫлĕ визитпа кайса килни ҫинчен каласа кăтартнă.  Регионта ҫу уйăхĕн 23-24-мĕш кунĕсенче «Янцзы – Волга» мероприяти пулать, ăна РФ Президенчĕн Атăлҫи Федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров тата КНР Патшалăх Канашĕн Председателĕн ҫумĕ Ван Юн ертсе пырĕ. Вăл форматпа Шупашкарта аслă шкулсен ассоциацийĕ пуласси планра пур.



15 апреля 2019
17:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter