Чăваш Республикин Правительствин туслă команди Чăваш патшалăх ял хуҫалăх академийĕн ушкăнĕпе хоккей выляссипе юлташла ăмăртусем ирттернĕ

Состоялся товарищеский матч по хоккею между командой Правительства Чувашской Республики и студенческой командой ЧГСХААка уйăхĕн 15-мĕшĕнче Пăр керменĕнче Чăваш Республикин Правительствин туслă команди Чăваш патшалăх ял хуҫалăх академийĕн ушкăнĕпе хоккей выляссипе юлташла ăмăртусем ирттернĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе пĕрле пăр ҫине регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тухнă. Чăваш Патшалăх ял хуҫалăх академийĕн ушкăнне хавхалантарма куракансемпе пĕрле аслă шкулăн ректорĕ Андрей Макушев килсе ҫитнĕ.  

Кун пек ăмăртусем ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче Раҫҫей студенчĕсен кунĕнче те ăмăртусене икĕ ушкăн хушшинче йĕркеленĕ пулнă.  Влаҫра ĕҫлекенсемпе турнира пăр ҫине Чăваш патшалăх ял хуҫалăх академийĕн студенчĕсем хар тăрса хаваспах тухнă.

Спорт, тĕрлĕ мероприятисем яшсемпе хĕрсен тавракурăмлăхне аталантарма витĕм кӳнине асăннă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Мал ĕмĕтлĕ пулма, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма пулăшнине те каланă вăл сăмаха ҫавăрса.   

Матч ҫав тери хĕрӳ  иртнĕ. Туслă ушкăнсене курма пыракансем алă ҫупса хавхалантарнă.  Хоккей вылякансем хăйсен ăсталăхне пысăк шайра кăтартса панă.

Турнир вĕҫленнĕ хыҫҫăн, командăсем пĕрне-пĕри саламланă, паха вылянăшăн тав тунă.   

Фоторепортаж 



16 апреля 2019
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter