Чăваш Енре ҫу паракан культурăсене лартса ҫитĕнтересси пирки ыйтусене Чăваш Ен Пуҫлăхĕпе ирттернĕ тĕлпулура сӳтсе явнă

На встрече у Главы Чувашии обсуждены перспективы выращивания масличных культур на территории республики Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Казанский маслоэкстракционный завод» АО директорсен Канашĕн председателĕпе, Тутарстан Республикинчи чăваш наци культура автономийĕн  председателĕпе Дмитрий Самаренкинпа  ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Николай Угаслов,  «Агрофирма «Канаш Агро» ТМЯО генеральнăй директорĕ Рузаль Ахметзянов хутшăннă. Ертӳҫĕсем агрофирма ĕҫĕ пирки сӳтсе явнă.

Республика Пуҫлăхĕ сумлă хăнана ял хуҫалăхне аталантарас ĕҫе инвестици хывнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.   Усă курăнмасăр выракан ҫĕрсене пусă ҫаврăнăшне кĕртме витĕм кӳнине те уйрăммăн палăртса хăварнă.

«Ҫитĕнӳсем пуласлăх ҫине тинкерме хавхалантараҫҫĕ. Чи пахи – сирĕн предприяти халăха ĕҫпе тивĕҫтерет», – тесе хушса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Дмитрий Самаренкин Чăваш Енре лартса ҫитĕнтерекен ӳсен-тăран культурисем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. «Пирĕн тăрăхри Хусанти завод ҫĕршыври чи пысăккисенчен пĕри тесен те йăнăш мар. Ҫу тирпейлессипе ыттисемшĕн тĕслĕхре. Хĕвелҫаврăнăшĕпе рапса кулленех тирпейлет, халăх валли паха тавар калăплать. Регионта рапс лартса ҫитĕнтерни пĕлтерĕшлĕ», – тесе хыпарланă вăл.  

Инвестор планпа та паллаштарнă, тĕллевсем пирки каласа кăтартнă республика Пуҫлăхне.  

«Асăннă культурăпа чăнласах та ĕҫлеме тупăшлă пулнине тĕслĕх кăтартса паратпăр. Ӳлĕмрен те ҫитĕнӳсем тума тăрăшăпăр. Вăрлăха та упрăпăр», – тенĕ вăл. Республикăра вăтамран 100 пин тонна тухăҫа пухса илме пулать тесе ҫирĕппĕн каланă Дмитрий Самаренкин.

Михаил Игнатьев  ҫӳлерех асăннă ӳсен-тăрана акса ҫитĕнтерсе тухăҫа пухса илме йывăртарах пирĕн регионта тенĕ. Ҫанталăк лăпкă тăмасть, вăрлăха туса илме ăнăҫлах мар пулкалать тесе хыпарланă.  «Юрать-ха юлашки ҫулсенче аграри пайĕнче тăрăшакансем пысăк технологисен витĕмлĕхĕпе ытларах ĕҫе кӳлĕннĕ», – тенĕ вăл.  

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем икĕ регион хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусем пирки, культура пайĕнчи ыйтусене те пăхса тухнă. «Уяв» Пĕтĕм Раҫҫейри чăвашсен мероприятине кӳршĕллĕ регионсене явăҫтарни вырăнлă тесе каланă.  

Дмитрий Самаренкин хăйĕн сăмахĕнче пĕлтĕрхи уяв валли пĕтĕмпе 2 пине яхăн чăвашсен тумтирĕсене ҫĕленине хыпарланă. Архив ĕҫĕсене те сахал мар пуҫтарнине, наци йăли-йĕркине упраса хăварассипе чылай тăрăшнине палăртнă хăна. Кăҫал вара ҫӳлерех асăннă мероприятинче ачасене тĕрлĕ пулăмсенче хутшăнма чăваш кĕпе тумтирне – 1500 хатĕрлесси планра пур тенĕ вăл.   

«Питĕ чаплă пулĕ чăваш халăхĕ валли», – каланă Михаил Игнатьев.

«Уяв» мероприятине Тутарстан Республикинче Нурлатра ирттерме тĕллев лартнă.  Нумай ҫул хушши ĕнтĕ ҫак уяв вăл тăрăхра иртет. Чăвашсем йышлă пурăнакан вырăнсенче уйрăмах пысăк мероприятисем ирттерме плана кĕртнине те пĕлтернĕ сумлă хăна.

«Пирĕн ентешсемшĕн тăван чĕлхепе калаҫни, тимлĕх уйăрни ҫав тери паха. Чăваш йăли-йĕркипе культурине упраса тытса пыни пушшех те хавхалантарать», – тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ регион Пуҫлăхĕ.

Фоторепортаж



17 апреля 2019
15:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter