Паян республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ

Паян республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Палăртнă информаци членĕсем регионти аякра вырнаҫнă ял тăрăхĕсене ҫитсе килнĕ, халăхпа тĕл пулса канашланă.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусене: ҫурхи уй-хир ĕҫĕсем, экологи субботникĕсем, тавралăха тирпей-илем кĕртесси, автомашина ҫулĕсем ҫывăхĕсенчи ҫӳп-ҫапа пуҫтарасси, Йывăҫ кунне йĕркелесси, масарсене тасатасси, Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 74 ҫул ҫитнине хатĕрленесси тата ыттисене те тарăн сӳтсе явнă ҫынсемпе пĕрле.

 Граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен куҫарса хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтерес ыйту та кун йĕркинче. Пухăннисем ҫакăн пекех цифра телекуравĕ ҫине Чăваш Ен куҫнине, терроризмран асăрханса профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе пырассине тарăн тишкернĕ.  Ҫуркуннепе ҫуллахи вăхăтсенче граждансен пушартан сыхă тăмалла, тимлĕхе ҫухатма юрамасть, ку енĕпе те ҫирĕп йĕркене пăхăнмалли ҫинчен канашлĕҫ паянхи Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче.

Информаци ушкăнĕсем ялсенче халăхпа тĕл пулнисĕр пуҫне предприятисемпе организацисене те ҫитсе килĕҫ, граждансене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине хуравланă.

Паян ертӳҫĕсем муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.    



17 апреля 2019
10:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter