Раҫҫей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕн ҫумĕ Сергей Зайцев халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнас ӗҫе Чăваш ЕН Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в приеме граждан, который провел заместитель Генерального прокурора Российской Федерации Сергей Зайцев

Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Муркаш районĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕн ҫумĕ Сергей Зайцев халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Унăн ĕҫне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский хутшăннă. 

Граждансенчен хăшĕ-пĕрисем ЖКХ ыйтăвне хускатнă. Шыв ыйтăвĕ, нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсас ĕҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусем те пӑшӑрхантарнӑ йышӑнӑва пынӑ ҫынсене.

Кунсăр пуҫне йышăну вӑхӑтӗнче автомашина ҫулĕсем пирки те сăмах пуҫарнă, ҫавӑн пекех урамсенчи ҫутăсем, ҫуран ҫӳрекен вырăнсем пирки те.

Ҫынсем тĕрлĕ ыйтусене хускатнă. Вӗсем тӑрӑх  тӗрӗслев ӗҫне йӗркеленӗ, асӑннӑ ӗҫсем мӗнлерех пурнӑҫланса пынине те тӗрӗслесе тӑрӗҫ. 

Фоторепортаж



17 апреля 2019
17:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter