Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен студентсемпе уҫă калаҫу ирттернĕ

Михаил Игнатьев на встрече со студентами ЧГУ им. И.Н. Ульянова: «Трудолюбие – основа профессионализма и залог успеха в карьере»Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен студентсемпе уҫă калаҫу ирттернĕ.

Республика Пуҫлăхĕ «Сбербанк» «Компетенции будущего» ПАО ĕҫĕпе паллашнă, студентсемпе курнăҫнă.

Тĕлпулу вăхăтĕнче ҫамрăк яш-кĕрĕмпе вĕрентӳ тытăмне аталантарасси пирки сӳтсе явнă, хальхи пурнăҫ таппинчи хăш-пĕр самантсем ҫинчен чарăнса тăнă.   

Уҫă калаҫăва регион Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров хутшăннă.  

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахне пуҫланă май, Чăваш патшалăх университечĕ пĕр шай лайăх аталанса пынине палăртнă. Ҫамрăк яш-кĕрĕме аслă шкулта ăсталăха туптаса пыма мĕнпур условисем ҫителĕклĕ тесе каланă.  Ҫамрăксен вĕренӳри пысăк ҫитĕнĕвĕсем те ҫакнах ҫирĕплетсе параҫҫĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Раҫҫей Федерацийĕн Вĕренӳ министерствин пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ ҫĕршыври ытти аслă шкулсемпе танлаштарсан, чи тухăҫлă ĕҫлесе пыраканнисенчен пĕри шутланать. Кăтарту ҫиччĕмĕш ҫул ĕнтĕ лайăх. 2018 ҫулта университет патшалăх аккредитацине ăнăҫлă хӳтĕленĕ.

Паян аслă шкулта пĕтĕмпе 18,5 пин ҫын вĕренет, РФ 69 регионĕнчен ҫамрăксем ăс пухаҫҫĕ унта, 45 ҫĕршыври яш-кĕрĕм хăйсен ăсталăхне кашни кун пуянлатса пырать.

«Ҫамрăксен ҫитĕнĕвĕсем пĕтĕмпех ҫĕршыв аталанăвĕшĕн пысăк витĕм кӳреҫҫĕ, тăван халăх ырлăхĕшĕн сăваплă», – тесе каланă республика Пуҫлăхĕ. Паянхи ҫамрăксем пурте пуласлăхра ĕҫ вырăнĕсем тупасса, хăйсем суйласа илнĕ профессипе вырнаҫасса шанса каланă Пуҫлăх.   

Яш-кĕрĕм пысăк ҫитĕнӳсем пирки чарăнса тăнă, хăйсен пуҫаруллă проекчĕсем ҫинчен каласа кăтартнă регион Ертӳҫине. Ҫамрăксенчен нумайăшĕ федераци шайĕнче ҫитĕнӳсем тума та ĕлкĕрнĕ, патшалăх тĕревне илнĕ.  

Калăпăр, хими факультетĕнче ĕҫлекен доцент Анастасия Алексеева Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Грантне тивĕҫлĕ пулнă.  Грант виҫи 600 пин тенкĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хĕрупраҫа «Хевел» завода ҫитсе килме унти ĕҫсемпе паллашма чĕнсе каланă.

Пĕрремĕш курсра вĕренекен Анастасия Миловидова вырăс тата чăваш филологи факультетĕнче ăс пухать. Вăл пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртнĕ конкурсра ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫлĕ пулнă. Кăҫал Мускавра пулакан Ҫĕнтерӳ кунĕнче парада хутшăнма кăмăл тунă, «Вилĕмсĕр полк» шествине те ҫитсе килме тĕллев лартнине хыпарланă.

Кăҫал ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Раҫҫейре «Ҫĕнтерӳ диктанчĕ» акци иртет. Аслă шкулăн ректорĕ Андрей Александров унта хутшăнассине пĕлтернĕ пуҫлăхсене, сăмах май пурне те вăл ĕҫе кӳлĕнме чĕнсе каланă.   

Радиоэлектроника тата автоматика факультетĕнче ăс пухакан студент Роман Габибулаев тата информатика факультетĕнче вĕренекен пĕрремĕш курс студенчĕ Андрей Николаев пĕтĕм Раҫҫейре пулса иртекен конкурссенче хăйсем хутшăнни пирки савăнса каласа кăтартнă.

Михаил Игнатьев ҫамрăксене «РЭЛАВЭКСПО-2019» форума хутшăнма чĕнсе каланă.  Аса илтеретпĕр, мероприяти Шупашкарта ака уйăхĕн 23-26-мĕш кунĕсенче иртет. Паллă пулăма тĕнчери  пысăк компанисенче тăрăшакансем хутшăнма кăмăл тунине те хыпарланă регион Пуҫлăхĕ.

Энергетика факультетĕнче вĕренекен Татьяна Данилова аслă шкул Шупашкарти электроаппарад завочĕпе тачă ҫыхăнса ĕҫлени пирки каласа панă.  Студентсем вĕренӳ тапхăрĕнче промышленноҫ пайĕпе тĕплĕн паллашса пынине те асăннă вăл.  

Тĕлпулу вăхăтĕнче ҫамрăксем сахал мар ыйтăва хускатнă. Патшалăх енчен куҫакан тĕревсем пирки те чарăнса тăнă, тĕрлĕ сĕнӳсем тăратнă.

Регион Пуҫлăхĕ ҫамрăксен бизнес-проекчĕсем пирки кăсăкланнă, ăнăҫлă стартапа пуҫарса яракансем хушшинче яш-кĕрĕм пулни паха тенĕ. Ҫав тери лайăх, ҫамрăксем патшалăх енчен пулăшу куҫасса кĕтсе лармаҫҫĕ, хăйсем тĕллĕн бизнес йĕркелеме тăрăшаҫҫĕ, тĕллевсене пурнăҫа кĕртеҫҫĕ, налуксем тӳлеҫҫĕ, халăхшăн, обществăшăн ырă енсем тăваҫҫĕ.

Пурнăҫра пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрас тесессĕн, ҫамрăксен мĕнле паха енсем пулмалла тесе ыйтса пĕлнĕ Пуҫлăхран.

«Ĕҫе юратмалла. Професси пĕлĕвĕн шайĕ пысăк пулмалла. Ун чухне ҫитĕнӳ пуласси куҫкĕретех», хурав панă Михаил Игнатьев.

Студентсем Чăваш Ен Пуҫлăхне мухтаса ырă сăмахсем каланă, пысăк витĕм кӳнĕшĕн тав тунă.  Савăнса пурте пĕрле Михаил Игнатьева куртка-бомбер тата ЧПУ символне парса хисеп тунă.  

Фоторепортаж



18 апреля 2019
08:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter