Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕн ҫумĕпе Сергей Зайцевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев встретился с заместителем Генпрокурора России Сергеем ЗайцевымАка уйăхĕн 18-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕн ҫумĕпе Сергей Зайцевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

РФ Генеральнăй прокурорĕн ҫумĕ ĕнер ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре Муркаш тăрăхĕнче пулнă май, «Сеспель» АХО ĕҫĕ пирки чарăнса тăнă, предприяти тухăҫлă ĕҫленине каланă, импорта улăштарассипе тĕллевлĕн тăрăшать тенĕ сăмаха малалла тăсса.  Организаци чăнласах та, паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăнине асăннă, ыттисемшĕн паха тĕслĕх вырăнĕнче тенĕ.

Муркашра ĕнер халăха вăл харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă, ĕҫе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хутшăннă.

«Юрать-ха эсир ĕнер вăл мероприятинче пултăр. Хăшĕ-пĕрисем шăпах та, республика тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пулчĕҫ. Ҫийĕнчех татса пама та тӳр килчĕ», – тенĕ Сергей Зайцев.

Михаил Игнатьев халăхпа тĕл пулса калаҫни питĕ лайăх тенĕ, кашни уйăхрах республикăра Пĕрлехи информаци кунĕсем иртнине те палăртса хăварнă.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем тракторсен завочĕн шăпи пирки те сăмах пуҫарнă. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, Раҫҫей Президенчĕпе РФ Правительстви пулăшу панине кура, завод йĕркеллĕ аталанса кайма пуҫланине, лару-тăру пĕр тикĕс пулса пынине асăннă. Предприяти ĕҫлекенсене явăҫтарассипе тĕллевлĕн тăрăшнине, заказ чылай пуррине хыпарланă вăл.  

Тĕлпулура Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский регионта ĕҫ укҫин парăмĕ пурри пирки сăмах пуҫарнă, чи пысăк парăм виҫи «Чувашавтотранс» ГУП пухăнса кайнă тенĕ.

Cуд паян парăмҫăсене чи малтан ĕҫ укҫине саплаштарма хистенине каланă Михаил Игнатьев. Кайран вара ытти парăмсене парса татасси пĕлтерĕшлĕ тенĕ сăмаха ҫавăрса. Унăн шухăшĕпе килĕшнĕ РФ Генеральнăй прокурорĕн ҫумĕ, кун пек практикăна пурнăҫа ытларах кĕртсе пымаллине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Паллă, чи малтан налуксене те тӳлеттерес килет, анчах та ҫынсене шалу укҫне тавăрса парасси малти вырăнта тăмалла тесе хушса каланă вăл. Мĕншĕн тесен халăх вăл укҫана ĕҫлесе илнĕ, вĕсен ăна вăхăтра тивĕҫмелле тенĕ РФ Генеральнăй прокурорĕн ҫумĕ.

Михаил Игнатьев прокуратура ĕҫченĕсене ӳлĕмрен те граждансен прависен тата патшалăх хӳтлĕхне тивĕҫтерессе, прокуратура органĕсем право хуралĕнчи мĕн пур тытăмăн правăна хирĕҫле пулăмсемпе кĕрешессипе ҫыхăннă ĕҫне йĕркелесе пырасса шанса каланă.

Фоторепортаж



18 апреля 2019
13:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter