Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă

Михаил Игнатьев провел прием гражданАка уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Дмитрий Медведевăн йышăну пӳлĕмĕнче халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Мероприятине унпа пĕрле «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн Секретарĕн ҫумĕ Николай Николаев хутшăннă.

Ҫĕнĕ Шупашкарта пурăнакан нумай ачаллă Елена Замятинăна Сĕнтĕрвăрринче ҫурт-йĕр хăпартма ҫĕр лаптăкне панă.  Ертӳҫĕнчен  вăл  палăртнă вырăнта канализаци сечĕсене тума пулмасть-ши тесе ыйтнă.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев бюджетра кăҫал тӳрлетӳсем кĕртсе хăварнă хыҫҫăн, вăл ĕҫсене пурнăҫлама 1 млн 106 пин тенкĕ пăхса хăварма плана кĕртнине хыпарланă. Мĕнпур инфратытăма тĕпрен ҫĕнетме вара, вăтамран 29 млн кирлĕ пулĕ тенĕ Пуҫлăх сăмаха малалла тăснă май.  

Ҫуртсене хăпартма комплекслă проектсем тусан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ, ҫынсем пĕр шухăшлă пулса пурте ҫуртсем тусан, инфратытăма ҫĕнетни сая каймĕ тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Вăл тăрăхра 99 ҫемье валли ҫурт лартма ҫĕр лаптăкне уйăрса хăварнă,  вĕсенчен 51-шĕ паллă та тенĕ.

Элĕк районĕнчен килсе ҫитнĕ Заира Иванова автомашина ҫулĕсем ҫинче электричество ҫутисем пулсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ. «Ял автомашина ҫулĕ хĕрринче вырнаҫнă. Апла пулсан, тепре чухне ачасем каҫ кӳлĕм урама тухма та пултарасси куҫкĕретех. Ҫавăнпа та, ҫутăпа тивĕҫтерни вырăнлă», – тесе каланă йышăнăва килнĕ хĕрарăм.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче кăҫал ку ыйту вырăнтан тапранассине хыпарланă. «Эпир ҫулсерен автомашина ҫулĕсем ҫывăхĕнчи лаптăксене ҫутăпа тивĕҫтерес тесе бюджетра укҫа-тенкĕ пăхса хăваратпăр.  Кăҫал авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех йĕрке пулĕ», – тенĕ ăна.  

Республика Пуҫлăхĕ хĕрарăмран  ялта пурăнакансен кăмăл-туйăмĕ пирки ыйтса пĕлнĕ.  Хăш-пĕр ҫивĕч ыйтусене те сӳтсе явнă. Усал ҫӳп-ҫапа пухса тирпейлессипе ĕҫ-пуҫ епле пулса пынине те ыйтса пĕлнĕ унтан. «Йăлари хытă каяшсене халăх вăхăтра тирпейлесе пырать пĕр ҫĕре, ятарлă служба ĕҫченĕсем ăна илсе тухсах пыраҫҫĕ, пулăшупа усă курнăшăн граждансем укҫана та вăхăтра тӳлесе пыраҫҫĕ», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Пуласлăхра ҫынсемпе пĕрле пухăнса ҫӳп-ҫап вырăнне хамăр та тирпейлесе тăма пулăшăпăр-ха тенĕ хĕрарăм.

Регион Пуҫлăхĕ кун пек ырă шухăш пулнăшăн мухтанă Заира Ивановăна, тăван тавралăха тирпей-илем кĕртме тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă.  

Каҫал ен тăрăхĕнчен килнĕ Ольга Александрова республика Ертӳҫинчен хăй пурăнакан ялта ФАП ҫĕклесе лартмаҫҫĕ-ши тесе ыйтнă.  Хальлĕхе халăха медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтермелли объект Культура ҫуртĕнче пĕр пӳлĕмре аренда шучĕпе вырнаҫнине хыпарланă.  

Михаил Игнатьев ыйтăва итленĕ хыҫҫăн ҫапларах каланă: «Кăҫал ФАП тума плана кĕртнĕ. Республика бюджетĕнче те строительство ĕҫне пурнăҫлама укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă», – тенĕ.

Ялтан килнĕ хĕрарăм республика Пуҫлăхне халăхăн пурнăҫне ырă енне улăштарса пыма пысăк витĕм кӳнĕшĕн тав тунă. Ялта питĕ чаплă пурăнма тесе ҫирĕппĕн каланă вăл сăмаха ҫавăрса.

Улатăртан килнĕ Татьяна Багманова ачасен тавракурăмлăхне ӳстерме май паракан шкулăн шăпи пирки ыйтса пĕлнĕ. «Алатырская детская школа искусств» вĕрентӳ объектне тĕпрен ҫĕнетме май килмĕ-ши тенĕ вăл.

«Пурлăх муниципалитет ҫинче шутланать. Вырăнти Администраципе пĕрле сирĕн ыйтăвăра татса пама тăрăшăпăр», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев Улатăрти ТБО  полигонне рекультиваци тума плана кĕртсе хăварнине хыпарланă. Граждансене тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕҫе хастартарах  хутшăнма чĕнсе каланă.  

Шупашкарта пурăнакан Маргарита Ефимова хулара вĕренӳ институчĕ патĕнче вырнаҫнă чарăну вырăнĕнче халăх кулленех утнине, унта светофор вырнаҫтарсан меллĕ пулнă пулĕччĕ тесе сĕнӳ панă.

Михаил Игнатьев ыйтăва итленĕ хыҫҫăн,  ҫапларах каланă: «Специалистсем комплекслă тишкерсен тин, сирĕн шухăшăра пурнăҫа кĕртме пулĕ», –  тенĕ.  

Фоторепортаж



18 апреля 2019
17:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter