Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муниципалитет службин ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Муниципалитет службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх обществӑпа политика тытӑмӗн пӗлтерӗшлӗ институчӗ шутланать. Ҫынсем пурнӑҫра хӑйсене мӗнлерех туясси, обществӑри ҫирӗплӗх тата ӳсӗмлӗ аталану шӑпах унӑн ӗҫӗн пахалӑхӗнчен килет.

Влаҫӑн ытти сыпӑкӗсемпе танлаштарсан, муниципалитет влаҫӗ, территорисене коммуналлӑ тата транспорт инфратытӑмӗсемпе, социаллӑ инфра­тытӑмпа тивӗҫтерессишӗн тӳрремӗн яваплӑ пулнӑ май, халӑха ҫывӑхрах тӑ­рать.

Чӑваш Енре тирпей-илем кӗртес ыйтусене пуҫаруллӑ бюджетировани мелӗпе тухӑҫлӑн татса паратпӑр, ҫавна пула бюджет укҫи-тенкине тӑкаклани­не тӗрӗслесе тӑрасси палӑрмаллах вӑйланать, ҫынсен хӑйсем тӗпленсе пурӑ­накан ял-хулана аталантармалли проектсене пурнӑҫа кӗртессипе ҫыхӑннӑ яваплӑхӗ ӳсет.

Республикӑра патшалӑх влаҫӗн мӗнпур органӗсем вырӑнти хӑй тытӑм­лӑх органӗсемпе тухӑҫлӑн хутшӑнса ӗҫлемелли тытӑм туса хунӑ. Ҫакӑ уйрӑмах паян, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Владимирович Путинӑн ҫу уйӑхӗнчи Указӗнче палӑртнӑ наци тӗллевӗсене пурнӑҫлас ӗҫе пурин те хастарлӑн пуҫӑнмалли тапхӑрта, питех те кирлӗ. Наци проекчӗсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлани общество пурнӑҫӗшӗн, республика экономикин малашнехи ата­ланӑвӗшӗн тата пӗтӗм ҫӗршывӑмӑршӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать. 

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн управлени ушкӑнӗсене, муниципалитет служа­щийӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ырми-канми ӗҫӗшӗн тав тӑватӑп. Вы­рӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем хӑйсен территорийӗсенче пурӑнакан ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатассипе ҫыхӑннӑ тӗллевсене чыслӑн татса парасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре ҫитӗнӳсем, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                            Михаил Игнатьев



19 апреля 2019
07:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter