Чăваш Енре Раҫҫей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕн ҫумĕ Сергей Зайцев ведомствăсем хушшинчи канашлăва ирттернĕ

В Чувашской Республике состоялось межведомственное совещание с участием заместителя Генпрокурора России Сергея Зайцева Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕн ҫумĕ Сергей Зайцев йĕркелесе ертсе пынă ведомствăсем хушшинчи ларăва хутшăннă.

Кун йĕркинчи ҫивĕч ыйтусем – граждансен ĕç укçине вăхăтра тата туллин илмелли саккунлă прависене хӳтĕлесси, Чăваш Енре шалу парăмĕсене чакарасси, вăхăтра ĕç укçи паманнипе ĕç хутшăнăвĕсен тытăмĕнче сиксе тухнă кăткăслăхсене пĕтересси. 

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ҫынсене вăхăтра ĕҫ укҫипе тивĕҫтересси пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри тесе пуҫланă докладра. Ку ыйтупа патшалăх влаҫ органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче тăрăшакансен, право хуралĕнче тимлекенсен, тĕрĕслевпе асăрхав службисен кулленех йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса парас тĕлĕшпе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесе пымаллине палăртнă.  Панкрута тухма хатĕрленнисене, парăмсене парса тытмалли йĕркесене ҫирĕп пăхăнтарма чĕнсе каланă. Халăха ĕҫ укҫипе тивĕҫтересси, налуксем тӳлесси – приоритетлисем шутланаҫҫĕ.    Кун пек йышăнăва Раҫҫей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕн ҫумĕ Сергей Зайцев та ырланă.  

Канашлура Раҫҫей Федерацийĕн Генеральнăй прокуратурин Атăлҫи федерацийĕн округĕнчи Управленийĕн пуҫлăхĕ Александр Окатьев кун йĕркине кĕртнĕ ыйтупа тухса калаҫнă, граждансен прависене хӳтĕлессипе йĕркеленĕ мероприятисен кăтартăвĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарнă. 

Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский хăйсен служба ĕҫченĕсем пурнăҫланă мероприятисем пирки пĕлтернĕ, предприятисемпе организацисене ҫивĕч тĕрĕсленине, йĕрке пăсакансене саккунпа килĕшӳллĕн явап тыттарнине асăннă.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн докладĕнче регионта ĕҫсĕррисен шутне чакарассипе курăмлă мероприятисем туса пынине каланă.  Ведомствăсем хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăну пирки те тĕплĕн ăнлантарса панă. 

Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те чарăнса тăнă, парăмҫăсем патне тăтăшах тухса ĕҫлĕ канашлусем йĕркелесе пынине, май килнĕ таран тухăҫлăха ӳстерсе пынине асăннă.  

Канашлура ытти ыйтусене те тарăн тишкернĕ, РФ Следстви комитечĕн регионти Управленийĕпе Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерстви йышăнакан мерăсем пирки те сăмахланă.  Мĕнпур ыйтăва тарăн сӳтсе явнă, ятарлă мерăсем йышăнса хăварнă.     

Фоторепортаж



19 апреля 2019
15:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter