Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Вырăнти хăй тытăмлăх кунне халалласа ирттернĕ савăнăҫлă лару-тăрăва хутшăннисене саламланă

Михаил Игнатьев поздравил муниципальных служащих с профессиональным праздником Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Вырăнти хăй тытăмлăх кунне халалласа ирттернĕ савăнăҫлă лару-тăрăва хутшăннă. Регионта паллă пулăма Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ирттернĕ.  Унтах пысăк курав йĕркеленĕ, кашни район хула ĕҫĕпе кĕскен паллашма май паракан баннерсене вырнаҫтарнă. Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх пайĕсенче епле ĕҫлесе пынине ҫутатса панă.  

Паян уява Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Леонид Черкесов, Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн Правленийĕн председателĕ Александр Куликов, Правительство членĕсем, район тата хула администрацийĕсен ертӳлĕхĕсем,  администрацисенче ĕҫлекенсем тата та ытти ҫынсем чылайăн пухăннă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче 2019 ҫулта бюджета тӳрлетӳ кĕртсе хăварнă хыҫҫăн, муниципалитетсенчи программăсене пурнăҫа кĕртме 20 млрд пăхса хăварасси планра пуррине хыпарланă.    

«Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе, инфратытăма ҫĕнетессипе, уявсене ирттерессипе те чылай вăй хураҫҫĕ районсемпе хула администрацийĕсенче ĕҫлекенсем. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх обществӑпа политика тытӑмӗн пӗлтерӗшлӗ институчӗ шутланать. Ҫынсем пурнӑҫра хӑйсене мӗнлерех туясси, обществӑри ҫирӗплӗх тата ӳсӗмлӗ аталану шӑпах унӑн ӗҫӗн пахалӑхӗнчен килет»,  тенĕ регион Пуҫлăхĕ.

Влаҫӑн ытти сыпӑкӗсемпе танлаштарсан, муниципалитет влаҫӗ, территорисене коммуналлӑ тата транспорт инфратытӑмӗсемпе, социаллӑ инфра­тытӑмпа тивӗҫтерессишӗн тӳрремӗн яваплӑ пулнӑ май, халӑха ҫывӑхрах тӑ­рать тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Кăҫал Чăваш Енре халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем сахал мар пурнăҫланĕҫ, вĕсен шучĕ 600-ре те ҫитнĕ.   Халăх хулана хăтлăлатасси пирки кулленех шухăшлать. Апла пулсан, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илмеллине, май килнĕ таран ĕҫе вăраха тăсмасăр ҫирĕп йĕркесене пăхăнса пурнăҫламалла тенĕ вăл. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕҫ-пуҫа вĕҫлесен вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ Пуҫлăх.

Тавралăха тирпейлессипе ҫыхăннă ĕҫсене кулленех граждансене явăҫтармалла, ҫитĕнекен ҫамрăк ăрăва вара тĕрĕс воспитани парса ăна упрама вĕрентсе пымаллине чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Актуаллă ыйтусем хушшинче – халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси те малти вырăна тухса тăрать. Ача сачĕсене, шкулсене, социаллă объектсене ытларах тимлĕх уйăрмалла.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата ҫакна та палăртса хăварнă: «Муниципалитет пĕрлешĕвĕсене инвесторсене явăҫтармалла, вĕсене валли кирлĕ пек условисем хатĕрлесе тăратмалла», - тенĕ. Предприяти, организацисем уҫсан, халăха пысăк технологиллĕ ĕҫпе тивĕҫтересси те ун чухне куҫкĕретех пулĕ тенĕ вăл.    

Сăмаха вĕҫленĕ май, регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене пысăк ҫитĕнӳсемпе ĕҫре палăрнишĕн мухтанă, ветерансене уйрăммăн ырланă, ҫитĕнекен ăрăва тăван тавралăха, ĕҫе юратма вĕрентсе пынăшăн тав тунă,  ҫирӗп сывлӑх, ҫĕнĕ ҫитӗнӳсем, телей тата ырлӑх суннă.

2019 ҫула ҫитĕнӳсемпе вĕҫлеме, палăртнă тĕллевсене пурне те пурнăҫа кĕртме чĕнсе каланă.

Яланхиллех хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă паян уявра.  

Фоторепортаж



19 апреля 2019
17:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter