«Ҫеҫпĕл» акционерсен хупă обществинче ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерессипе йышăннă программа епле пурнăҫа кĕрсе пынипе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев паллашнă

Михаил Игнатьев ознакомился с реализацией программы повышения производительности труда в ЗАО «ЧП «Сеспель» Ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Ҫеҫпĕл» АХО ҫитсе килнĕ.  Унпа пĕрле ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Светлана Ананьева, Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев пулнă.

«Ҫеҫпĕл» завод 2018 ҫулта ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерессипе йышăннă приоритетлă программăна кĕрсе юлнă.  Кăҫал вăл наци проектĕнче те тăрать.  Хальхи вăхăтра предприятинче «Федеральный центр компетенций в сфере производительности труда» АНО эксперчĕсем вăй хураҫҫĕ.  Вĕсем пысăк технологисене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн тимлеҫҫĕ. Паллă, пурте ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерессишĕн тăрăшаҫҫĕ. Производство агрегачĕсене тирпейлесе кăларассипе йышăннă проект хăватлă пурнăҫа кĕрет.

Чăваш Ен Пуҫлăхне, заводра тăрăшакансем хăйсен ҫĕнĕлĕхĕсем пирки каласа кăтартнă. Хăнасем тĕрлĕ техникăсене курса хакланă. Вырăнти пуҫлăхсем ĕҫ тухăҫлăхĕ икĕ хут та ӳснине ҫирĕплетнĕ.  Кунне предприяти 2,5 пысăк агрегат пуҫтарса тирпейленĕ пулсан, ҫитес виҫĕ уйăхран вĕсем калăпăша ӳстерме палăртнă, кăтарту 5 ҫитесси те куҫкĕретех тенĕ специалистсем. ФЦК тата «Чебоксарское предприятие «Сеспель» АХО килĕшӳ хутне те хăй вăхăтĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ, пĕрремĕш ҫул ĕҫ тухăҫлăхĕ 10 процента ҫити хăпарасси паллă, икĕ ҫул хушшинче вара 15 процента ҫитерме плана кĕртнĕ, виҫĕ ҫулта 30 процента ҫитесси те куҫкĕретех пулĕ.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев предприятире тăрăшакансене мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерессипе палăртнă программăпа тимленĕшĕн ырланă вăл вĕсене. «Ку питĕ кăмăллă. Пĕр минута та, пĕр сехете те эсир кăлăхах ирттерместĕр. Тавар чылай калăпланса тухсан, тупăш пысăк пулĕ, апла пулсан, ĕҫлекенсен шалу укҫи те хăпарĕ, эсир мĕнле ĕҫленинчен нумай килет предприятийĕн пуласлăхĕ», каланă хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Таварсен пахалăх шайĕ пысăк пулнине асăннă регион Ертӳҫи.

Раҫҫей тулашĕнчи ҫĕршывсем пирĕн таварсене хапăл тусах йышăннине асăннă сăмаха малалла вакланă май.  «Ҫеҫпĕл» акционерсен хупă обществинче ялта пурăнакансем те тăрăшаҫҫĕ. Республикăн имиджĕ ырă енне куҫса пыни те куҫкĕретех. Халăх кăмăллă, шалу укҫин шайĕ пысăк, таварсем пурин кăмăлне те ҫĕклеҫҫĕ.

Тĕлпулу вăхăтĕнче ĕҫлекенсем регион Пуҫлăхне хăш-пĕр ыйтусем панă. Шупашкарта транспорт ыйтăвĕ ҫынсене пăшăрхантарнине палăртнă. Михаил Игнатьев вĕсен сĕнĕвĕсене тĕрĕслеве илнĕ. Ĕҫлекенсем пĕчĕк районсенче ача сачĕсем хута каяҫҫĕ-и тесе ыйтса пĕлнĕ Ертӳҫĕрен.   Мĕнпур ыйтусем ҫине граждансем тивĕҫлĕ хуравсем илнĕ Пуҫлăхран. Калаҫу вĕҫленнĕ май, регион Ертӳҫи пурне те ырлăх-сывлăх тата малашнехи ĕҫре пысăк ҫитĕнӳсем туса пыма сĕннĕ.  

Фоторепортаж



02 апреля 2019
17:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter