Халăхăн ĕҫ укҫин парăмне пĕчĕклетессипе Чăваш Енре кирлĕ пек мерăсем йышăнса пыраҫҫĕ

 Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – халăха ĕҫ укҫипе вăхăтра тивĕҫтересси, граждансен прависене хӳтĕлесси.  Палăртнă ыйтусене иртнĕ эрнере Раҫҫей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕн ҫумĕпе Сергей Зайцевпа тарăн сӳтсе явнă.

Пухса янă парăм пирки хăш-пĕр критикленĕ самантсем те пулса иртнĕ, тĕрĕслев ҫирĕп пулмалла, ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть. Ведомствăсем хушшинче те ĕҫлĕ ҫыхăну пулмаллине асăрхаттарса хăварнă Ертӳҫĕ.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн сăмахĕнче, графикпа килĕшӳллĕн, парăм пур предприятисене тухса тĕрĕсленине, кăҫал ҫурла уйăхĕнче кăтарту лайăх енне куҫасса хыпарланă, организацисен халăх умĕнчи шалу укҫин парăмĕ икĕ хут та пĕчĕкленессине пĕлтернĕ.   

Чи йывăрлăх кăларса тăратакан предприятисенчен пĕри – Чăвашавтотранс ГУП.  Палăртнă организацийĕн парăмĕ 2018 ҫулта утă уйăхĕнчен пуҫласа юпа уйăхĕччен пуҫтарăннине асăннă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Йывăрлăх сиксе тухнă пулин те, предприятире ăна татса парассишĕн тăрăшманни сисĕнет, ĕҫлекенсен йышне чакарман тата та парăма ытларах пухса яма ҫеҫ витĕм кӳни куҫкĕретех.  

«Халĕ ĕнтĕ, патшалăх пурлăхĕсене конкурс производстви урлă сутатпăр. Ĕҫлеме пĕлмен ертӳҫĕсемшĕн, кăлтăксене татса пама тăрăшатпăр. Ĕҫпе тивĕҫтерекенĕн айăпне пула, парăм 34,9 млн ҫитнĕ, кăтарту ĕҫ укҫин мĕнпур калăпăшĕнчен 44 проценчĕ пулать»,   тенĕ  Михаил Игнатьев.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ конкурс управляющийĕсен ĕҫне кулленех тĕрĕслесе тăма чĕнсе каланă, хăш-пĕр чăрмавсене сирсе ярассипе те мероприятисем тĕллевлĕн пулса пымаллине асăннă.  



22 апреля 2019
13:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter