Чăваш Енре патшалăхăн вăхăт çитмесĕрех йĕркелекен пĕрлехи экзаменĕсем йĕркеллĕ иртнĕ

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнчен тытăнса ака уйăхĕн 10-мĕшĕччен Чăваш Енре патшалăхăн вăхăт çитмесĕрех йĕркелекен пĕрлехи экзаменĕсем иртнĕ. Кун пирки тĕплĕнрех паян Правительствăра иртнĕ эрнесерен пулакан планеркăра Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов тĕплĕнрех каласа кăтартнă.  

Экзаменсем Шупашкарти 56; 2-мĕш №-лĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсенче пулнă. Пурĕ ĕҫе кирлĕ пек пурнăҫласа пыма 95 ĕҫчеше явăҫтарнă.

Кăҫал Чăваш Енре патшалăхăн вăхăт ҫитмесĕрех йĕркелекен пĕрлехи экзаменне 263 ҫын хутшăннă, пурĕ вĕсем 675 экзамен тытнă ( пĕлтĕр 652 экзамен витĕр тухнă).  Шкул ачисем ытларах вырăс чĕлхине, математикăна тата ытти хăш-пĕр предметсене суйласа илни сисĕнкелет.   

«Ку хутĕнче пĕр кĕтменлĕх сиксе тухнă. Пĕр шкул ачине йĕрке пăснăшăн экзаменран кăларса янă.   Вăл кĕсье телефонĕпе усă курма тăнă. Металл детекторĕ те пур, анчах унăн çумра çыхăну хатĕрĕ пулнине детектор та «асăрхаман», мĕншĕн тесен çамрăк çын пластикран хатĕрленĕ телефон чиксе кĕнĕ. Унăн ĕҫне тупнă, тӳрех пăрахҫланă. Ку хутĕнче ачасем хушшинче пăхса ҫырса илекенсем те пулкаланă», — тесе хыпарланă Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ.  

Кăтартусем япăх мар: 100 балл пухаканни пĕр ҫын пулнă,  80 балл — 51 ача пухнă.  

 Тĕп экзаменсем вара кăçал çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче пуçланĕç — 9-мĕш классене тĕрĕслĕç. 11 класс пĕтерекенсен экзаменĕсем çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче пуçланса утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче вĕçленĕç.  Кăҫал ăна валли 6 192 ачана регистрациленĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ экзаменсем вăхăтĕнче ҫирĕп йĕрке пулмаллине тепĕр хут асăрхаттарса каланă, специалистсен сыхă тăмаллине асăннă.

ГКЧС ертӳçи Вениамин Петров Чăваш Республикин Пуçлăхĕ тунтикунсерен ирттерекен канашлура пушарсемпе çыхăннă лару-тăру пирки сăмах пуçарнă.

Çанталăк типĕ тăнине кура сыхлăх пысăк пулмалли каламасăрах паллă. Вутра çынсем вилнĕ тĕслĕхсем пĕлтĕрхинчен те ытларах. Типĕ курăка çунтарни çине-çинех инкек кӳрет. Саккун территорисене курăка çунтарса «тасатма» чарать, анчах хăшĕсем çакăн çине алă сулаççĕ. Республикăра типĕ курăка тивертнĕ май вут-çулăм çурт-хуралтă çине сиксе ӳкнин 9 тĕслĕхне шута илнĕ те ĕнтĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнче харăсах пилĕк дача çунса кайнă.

Михаил Игнатьев умра вăрăм кану кунĕсем пулнине кура халăх шашлыка каясси пирки асăрхаттарнă: «Кăçал, тĕрĕссипе, шыв-шур та пулмарĕ, нӳрĕк сахал, çанталăк типĕ», — пушшех сыхă пулмалла.



22 апреля 2019
16:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter