«Чăваш Ен нимĕнле чăрмавсемсĕрех цифра телекуравĕ ҫине куҫрĕ», — тенĕ регион Пуҫлăхĕ

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе эрнесерен пулакан ĕҫлĕ канашлăва ирттернĕ.

Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов Чăваш Енри теле-радиокомпанисем цифра çине ăнăҫлă куçнине хыпарланă. Паянтан вара ыйтăва туллин татса панă тенĕ вăл.  Хальхи вăхăтра «Раççей телекурав тата радиохыпарлав сечĕсем» предприятин филалĕн 45 объектĕнче 84 цифра, 63 аналог, 26 радиохыпарлав передатчикĕ вырнаçтарнă, вĕсем цифра мелĕпе 20 телеканалпа 3 радиостанцие, аналог мелĕпе 12 телеканалпа 17 радиостанцие трансляцилеççĕ. Чăваш Еншĕн паллă тепĕр пулăм вăл — регионăн мультиплекс сигналĕсене спутник патне ăсатакан тата каялла йышăнакан комплекс вырнаçтарни. Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче 10 сехетре аналог телекуравĕ ĕçлеме пăрахнă — цифра ĕмĕрĕ пуçланнă. Çĕнĕ форматра тӳлевсĕр 20 канал ĕҫлет. Чăрмавсем ҫук. Сутлăхра кирлĕ оборудовани çителĕклĕ. Телевизорсене çĕнĕ формата куçарас енĕпе пулăшуçăсене ятарласа хатĕрленĕ. «Хĕрӳ лини» вăхăтĕнче халăхран тăтăшах ыйтусем килсе тăнă. Ака уйăхĕн 15-19-мĕш кунĕсенче пурĕ 1867 шăнкăрав  граждансенчен килсе ҫитнĕ, вĕсене туххăмрах хурав панă.

Хăш-пĕр категорири ҫынсене валли ҫăмăллăхсем те пур. Социаллă пулăшу паракан пайсене граждансем хăйсен ыйтăвĕсене тăратаҫҫĕ. Хальлĕхе 107 ҫын пулăшăва тивĕҫме ыйтупа тухнă.

«Кӳршĕллĕ регионсенчен икĕ субъект кăна пирĕнпе тан ҫак ĕҫе пурнăҫланă. Ульяновск облаҫĕпе  Мордва Республики. Ыттисенче вара ыйтăва ҫĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне татса парасшăн»,  тенĕ министр сăмаха малалла тăснă май.    

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регион пĕр чăрмавсăрах цифра ҫине куҫнăшăн, ҫак ĕҫе хутшăннисене, мухтаса тав сăмахĕсем каланă.



22 апреля 2019
13:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter