Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Компартийĕн Чăваш Енри лидерĕсемпе тĕл пулнă

Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев встретился с депутатами от КПРФАка уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Компартийĕн Чăваш Енри лидерĕсемпе тĕл пулнă. Правительство çуртĕнче иртнĕ ĕçлĕ калаçăва çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Каргин хутшăннă. 

«Пĕр-пĕрин шухăшĕпе паллашмаллах. Кирек мĕнле партире тăракансен те тĕллевĕ, тĕпрен илсен, пĕрре — халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшасси. Чи кирли — тĕрлĕ çĕрте калаçу-ĕç пуçарсан информаци чăн çăлкуçĕсемпе усă курни. Конструктивлă критикăна йышăнма хирĕç мар эпир», — тенĕ Михаил Васильевич.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Валентин Шурчановăн витĕмлĕхĕ пирки каласа хăварнă, федераци программисене кĕрсе пыма, хушма укҫа-тенкĕ тивĕҫессинче унăн пĕлтерĕшĕ пуррине каланă. Региона аталанса пыма куҫакан укҫа пурсăмăра та хавхалантарнине палăртнă вăл.

Валентин Шурчанов хăйĕн ĕҫĕ ҫинчен тĕплĕнрех каласа кăтартнă.

Уҫă калаҫура ытти ыйтусене те хускатнă, тĕплĕн сӳтсе явнă. Республика бюджечĕ пирки сăмахланă, обществăлла политика лару-тăрăвĕ ҫинчен те чарăнса тăнă.  

Аса илтеретпĕр, 2016 ҫулта Чăваш Республикин Патшалăх Канашне КПРФ партирен 3 депутат суйланнă, пурĕ регионта вĕсен йышĕ 3013 ҫын. Депутатсем кашни районпа хуласенче вырăнти уйрăмĕсенче тимлеҫҫĕ.   

Фоторепортаж



22 апреля 2019
09:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter