Чăваш Енре ҫурт-йĕр хута ярнин калăпăшĕ 2019 ҫулта 1-мĕш кварталта икĕ хут ӳснĕ

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе, хăш-пĕр вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ĕҫе пухăннисем 2019 ҫулхи I кварталăн пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă.  Уйрăм ҫитĕнӳсем пирки канашланă.  

Чăваш Республикин экономика министрăн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан  Светлана Ананьева хăйĕн докладĕнче кăҫал пĕрремĕш кварталта республикăн промышленноҫ производствин таварĕсен калăпăшĕ 18,5 процент чухлĕ нумайланнă тесе пĕлтернĕ.

Малтанласа палăртса хунă тăрăх, «КАФ» АО, «Лента» АО, «ЧЗСА» ТМЯО,  «Хевел» ТМЯО, «Промтрактор-Промлит» ТМЯО, «ЧАЗ» ПАО, «АБС ЗЭиМ Автоматизация» АУО, «Чувашторгтехника» АО ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче тесе каланă министр тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан. «ЧЭАЗ» АО, «ЭЛАРА» АО, «Электроавтомат» АО, «ИЗВА» ТМЯО, «НПП Бреслер» ТМЯО, «ВНИИР» АУО кăштах юлса пыни сисĕнет тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  

Машинăсем тăвакан предприятисем те курăмлă тăрăшаҫҫĕ. Вĕсен тавар калăпăшĕ 59,8 процент чухлĕ хăпарнă тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. «Промтрактор-Вагон» АО ытти чухнехинчен самай лайăх ĕҫлет. Предприятийĕн таварĕсен калăпăшĕ 3 хут та ӳсни куҫкĕретех. «Тракторные заводы» – «Промтрактор-Промлит» ТМЯО тĕллевлĕн аталанни сисĕнет.  Малта пыракансемпе пĕр шая тухма ăнтăлать.

Пир-авăр таврашĕнче ҫитĕнӳсем пурри курăнать. «Лента» АО таварсен калăпăшне хăпартнă, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ тĕрлĕ таварсем тирпейлесе кăларать.

«Химпром» ПАО ырă тĕслĕхре.  «ЭЛКОН» ТМЯО тата «НПП «Спектр» ТМЯО таварсен тĕсĕсене ӳстернĕ ытти ҫĕршывсем хапăл тусах йышăнаҫҫĕ вĕсен паха япалисене.  «Аурат-СВ» ТМЯО ҫĕнĕ производство цехне хута яма плана кĕртни те вырăнлă.

2019 ҫулта пĕрремĕш кварталта строительство тытăмĕ хăватлă ĕҫленĕ. Ҫурт-йĕр хăпартассин калăпăшĕ икĕ хут та пысăкланнă, кăтарту 114,9 пин тăваткал метрпа танлашать. Суту-илӳ таврашĕнче те пысăк ӳсĕмсем пур.   

Халăхăн ĕҫ укҫин виҫине илес пулсан, кăҫал вăл  вăтамран 26186,3 тенкĕпе танлашнă. Кăтарту ку енĕпе пысăк пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Палăртнă тĕллевсене республика Правительстви туллин пурнăҫлать.  

  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина  бюджет ыйтăвĕсене ҫутатса панă, пысăк кăтартусем пирки чарăнса тăнă.

Кăҫал ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕ 14,6 млрд. танлашнă, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртинчен 19,9 процент чухлĕ пысăкрах. Республика хыснине каялла тавăрса памалли мар укҫа федераци центрĕнчен ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 6,4 млрд. кĕнĕ. Кăтарту каллех пысăк, пĕлтĕрхинчен 49,4 процент нумайрах.  Регионăн харпăр хăй тупăшĕ те сахал мар, налуксенчен 8,2 млрд кĕнĕ бюджета, кăтарту пĕртĕрхинчен 3,8 процент пысăкрах.

Республика бюджечĕн тăкак пайне илес пулсан, ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 10,2 млн ҫитнĕ. Социаллă культура тытăмне – 8,4 млрд. куҫарнă, вĕрентӳ пайне – 3,8 млрд, социаллă политикăна – 3,1 млрд, сывлăх сыхлавне – 887,9 млн уйăрнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пурне те бюджетран куҫакан укҫа-тенкĕпе тухăҫлă ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă, объектсене вăхăтра хута яма, палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртсе пыма хушнă. «Халăх ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ объектсем ҫĕкленсе ларасса чăтăмсăррăн кĕтет. Тавралăха тирпей-илем кĕртесси ыйту та кун йĕркинчех. Мĕнпур проектсене ĕҫе кĕртиччен вĕсем пирки ҫынсемпе пĕрле килĕшсе канашламалла», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.



22 апреля 2019
16:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter