«Чăваш Ен учителĕ — 2019» конкурс лауреачĕ ята Ольга Физер ҫĕнсе илнĕ

Названы победители ежегодных республиканских конкурсов профессионального мастерства педагоговАка уйăхĕн 19-мĕшĕнче Я. Ухсай ячĕллĕ Культура керменĕнче учительсем хушшинче ирттернĕ конкурс ҫĕнтеӳҫисене савăнăҫлă лару-тăрура чысланă.

2019 ҫулхи Чăваш Енĕн учителĕ ята Ольга Физер ҫĕнсе илнĕ,  вăл Вăрнарти 2-мĕш №-лĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентет. Чăваш Енĕн воспитателĕ ятне Антонина Юнатанова ҫĕнсе илнĕ, Вăл Вăрмар районĕнче ĕҫлет.  Ытти номинацисем те чылай пулнă, ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫнисем: Ирина Иванова, Дина Мифтахутдинова, Наталья Иванова, Ангелина Антонова.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫĕнтерӳҫĕсене ăшшăн саламланă, хăйсен ĕҫне яваплăха туйса пурнăҫланăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.   

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче ҫакăн йышши мероприятисем ҫулсерен иртнине хыпарланă. Ăста специалистсене тупса, вĕсене патшалăх енчен хавхалантарнине асăннă. Регионта пултаруллă, пысăк тавра курăмлă учительсен шучĕ ӳссех пырать, вĕсене аталанса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем пулнине ҫирĕплетсе каланă вăл.

Укҫан тĕрев пани, вĕрентӳ тытăмĕнче ĕҫлекенсене пĕлӳ шайне хăпартса пыма пулăшать. Пурлăхпа техника бази ҫĕнелни - ялсенче, хуласенче пурăнакан ачасен пĕлӳ шайне пĕр тан ӳстерсе пыма витĕм кӳрет. Палăртмалла, юлашки ҫулсенче вĕрентӳ тытăмне бюджетран куҫакан укҫа виҫи ӳссе пыни те никамшăн та  вăрттăнлăх мар. Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетĕнче тăкаксен пайĕнчи чи пысăк виҫе - вĕренӳ пайĕн тесен те йăнăш мар.  2019 ҫулта вĕрентӳ тытăмне 19,5 млрд  тăкаклама пăхса хăварнă.

«Республикӑри хуласемпе районсенче ку чухнехи инновациллӗ шкулсем ҫӗкленеҫҫӗ, классене ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗрпе пуянлатаҫҫӗ, ачасене вӗ­ренме хавхалантармалли лайӑх майсем йӗркеленеҫҫӗ. Анчах темле пулсан та, вӗрентӳ ӗҫне чӑннипех кӑсӑк та илӗртӳллӗ тума, аудиторире ӗҫлӗ те пултаруллӑ лару-тӑру йӗркелеме тата ачасене пӗлӳ патне тур­тӑн­тарма пуҫаруллӑ та харсӑр, хӑйӗн ӗҫне чунтан юратакан вӗрентекен кӑна пултарать. Кăҫал тăватă шкулăн ĕҫне вĕҫлемелле, 17 ача сачĕ ҫĕкленĕ. Ӳлĕмрен те ҫавăн пекех капмар учрежденисем хăпартса лартассипе тимлĕпĕр. Объектсене тĕпрен реконструкцилесси те планра пур», - тесе хыпарланă республика Пуҫлăхĕ.

 «Паянхи пурнăҫ таппинче ачасене ăс парасси ҫине кăна тимлĕх уйăрмалла мар, воспитани ыйтăвĕ те малти вырăна тухмалла. Ачасен ăс-хакăл тĕнчине пуянлатмалла. Йăла-йĕрке, культура пайне упрама вĕрентсе пымалла», чĕнсе каланă вăл.

Чи лайăх вĕрентекенсене Чăваш Республикин премине  парса хавхалантарнă. Ҫулталăк учителĕ ята тивĕҫни 150 пин тенкĕлĕх премине илет, чи лайăх воспитатель – 100 пине, ытти хисепе тивĕҫнисем 50-шар пине илеҫҫĕ.

Мероприятинче ҫакăн пекех конкурс лауреачĕсене те чысланă.      

Фоторепортаж



22 апреля 2019
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter