Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлемелли ятарлă контейнерсем туянма муниципалитет пĕрлешĕвĕсем валли пĕтĕмпе республика хыснинчен 90 млн яхăн укҫа уйăрма плана кĕртнĕ

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетсĕр ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту – "Чӑваш Республикин 2019 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2020 тата 2021 ҫулсенчи тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен" саккунне улшăнусем кĕртесси пирки проекта тишкернĕ.

Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлемелли ятарлă контейнерсем туянма муниципалитет пĕрлешĕвĕсем валли пĕтĕмпе республика хыснинчен 90 млн яхăн укҫа уйăрма плана кĕртнĕ. 

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн сăмахĕнче халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма, республика бюджетĕнчен муниципалитетсене валли  105,7 млн уйăрнине асăннă.

«Тӳрлетӳсем кĕртсе хăварнă чухне, муниципалитетсене тӳрремĕн субсиди мелĕпе пулăшăва куҫарса парăпăр», –  тенĕ вице-премьер. 

Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грищенко хăйĕн докладĕнче, паянхи куна пурĕ 18130 контейнер регионта вырнаҫтарнине хыпарланă, вĕсенчен 3 пин хатĕре регионти оператор хăй вырнаҫтарнине асăннă. Пуласлăхра тата та 11319 контейнер вырнаҫтармалла. Республика хыснинчен куҫакан укҫапа 6904 контейнер илме тĕллев лартнă. Юлашки 4415-шне вара регионти операторăн ҫӳп-ҫапа илсе тухаканнисемпе пĕрле хăйсем ҫине яваплăх илме тивет.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин строительство министрне Алексей Грищенкона ĕҫ-пуҫа ҫивĕч тĕрĕслесе тăма хушнă.

«Пурлăха централизацилесе туянмалла. Ун чухне укҫа-тенкĕпе тухăҫлă усă курма та пулать. Перекетлĕх тени, малти вырăнта яланах пулмалла», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  



23 апреля 2019
07:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter