Игорь Комаровпа Михаил Игнатьев ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Состоялась рабочая встреча Игоря Комарова и Михаила Игнатьева

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров тата Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. 

Тӗл пулу вӑхӑтӗнче регионта наци проекчĕсем мӗнлерех пурнăҫа кĕрсе пынине кĕскен сӳтсе явнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ сумлă ертӳҫĕне регионăн 2019 ҫулхи пĕрремĕш кварталти малтанласа палăртнă ĕҫ кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Кăтартусем япăх маррине, ҫитĕнӳсемпе палăрнине асăннă регион Пуҫлăхĕ.  Республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика пайĕ пĕр тикĕс лайăх аталанса пынине, пĕрлештернĕ бюджетӑн тупăш пайĕ хушӑмлӑн ӳснине хыпарланă. 

Инвестици проекчĕсем пирки те чарăнса тăнă республика Пуҫлăхĕ. Ҫĕнĕ предприятисем уҫăлнине, организацисем аталаннине пĕлтернĕ, халăх валли ĕҫ вырăнĕсем те хатĕрленсех пыраҫҫĕ тенĕ. Чăваш Республикинче 120 инвестици проекчӗ пурнăҫа кĕрсе пырать, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 190 млрд танлашать. Канашра курăмлă ĕҫсем пулса пыраҫҫĕ, инфратытăм вăй илет, Монохуласене аталантарассипе ĕҫлекен фондăн витĕмлĕхĕпе Канаш хулин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ ырă енне куҫса пырать. Строительство ĕҫĕсем те курăмлă пулнине пӗлтернӗ Чӑваш Ен Пуҫлăхӗ сăмахне тӑснӑ май.

Игорь Комаров тӗл пулура промышленноҫ производствисен калăпăшне ӳстерсе пымашкӑн ял хуҫалăхне аталантарас енӗпе ытларах ĕҫлеме чĕнсе каланă. Экономика ҫирĕп аталанса пырсан кӑна регионăн харпăр хăй тупăшне ӳстерсе пыма май пулать, ун чухне лайӑх улшăнусем пуласси те куҫкĕретех тенĕ вăл.    



24 апреля 2019
15:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter