Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаровпа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «ЭЛАРА» АО пулнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев и полпред Президента России в ПФО Игорь Комаров посетили АО «ЭЛАРА»

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаровпа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫĕршыра чи малта пыракан предприятисенчен пĕринче – «Г.А. Ильенко ячӗллӗ «ЭЛАРА» наукӑпа производство комплексӗ» АО пулнă, унăн ĕҫĕпе паллашнă. 

«ЭЛАРА» АО Чăваш Республикин социаллă пĕлтерĕшлĕ предприятийĕ шутланать.  Вăл «Авионика» тата «Радиоэлектронлӑ технологисем» концернсен тытăмне кĕрет, патшалăх заказĕсене пурнăҫлать.

Сумлă хăнасем тĕрлĕ цехсенче пулнă, тӗрлӗ техника хатĕрӗсене курса ӗненнӗ, вĕсене специалистсем епле калăпласа пынине пăхса ҫаврăннă.

 «Г.А. Ильенко ячӗллӗ «ЭЛАРА» наукӑпа производство комплексӗ» АО генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Андрей Углов хăйĕн сăмахĕнче предприятийĕн тĕп ҫул-йĕрĕ пирки каласа кăтартнă, ҫитĕнӳсемпе паллаштарнă, пуласлăхри тĕллевсем ҫинче чарăнса тăнă.  

Завод ятарлă техникăсем тирпейлесе кăларнине асăннă генеральнăй директор. РФ Оборона министерстви валли туса кӑларакан самолетсемпе вертолетсене «ЭЛАРА» АО производствинче калăпланса тухакан хатĕрсемпе пуянланаҫҫĕ.  Предприяти партнерĕсем Раҫҫейре  малта пыракан авиаци организацийĕсем шутланаҫҫĕ.

Предприятийĕн технологийĕсене ҫĕнетсе пыма ҫулсерен паха хатĕрсем туяннине хыпарланă генеральнăй директор.  Пысăк технологисен витĕмлĕхне кура профессионалсем питех те кирлӗ хатĕрсем туса кӑларнине асăннă  Андрей Углов.  Асӑннӑ таварсем ҫӳллĕ шайри стандартсемпе килӗшсе тăнине те палӑртнӑ  вăл.

«Г.А. Ильенко ячӗллӗ «ЭЛАРА» наукӑпа производство комплексӗ» АО чукун ҫул валли те паха хатĕрсем тирпейлесе кăларать. Ытти тĕрлĕ ҫул-йӗр енӗпе те завод курăмлă ĕҫлет. Калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем актуаллă ыйтусем тавра канашланă, предприятин пуласлăхри аталанăвĕ ҫинчен сăмахланă. 

 

 Фоторепортаж



24 апреля 2019
14:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter