Республика Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕ тата проект ĕç-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕ иртнĕ

Состоялось очередное заседание Совета при Главе Чувашской Республики по стратегическому развитию и проектной деятельностиАка уйăхĕн 23-мĕшĕнче стратегиллĕ аталану тата проектсене тишкерессипе ĕҫлекен Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи канашăн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Ăна регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.

Чăваш Республикинчи регион проекчĕсене кĕртсе хăварнă тӳрлетӳсене ертӳҫĕсем тĕплĕн пăхса тухнă. Вĕсем пурте наци тата федераци проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе ҫыхăннă. Палăртса хунă тĕллевсем, нумаях пулмасть федерацин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсемпе алă пусса ҫирĕплетнĕ килĕшĕвĕсемпе тӳр килеҫҫĕ.    Регионсенчи проектсене ĕҫлеттермелли укҫа виҫин калăпăшĕ хăпарнă.

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Светлана Ананьева хăйĕн сăмахĕнче вак тата вăтам предпринимательлĕхсене вăй илсе пыма, наци проекчĕсемпе ĕҫлеме йышăннă мероприятисем валли укҫан тĕрев памалли виҫе ӳснине асăннă. Пуҫалуллă предпринимателсене патшалăх енчен тĕрев куҫассине те каласа хăварнă вăл.  

Ял хуҫлăх тытăмĕпе ĕҫлекенсем валли те сахал мар пулăшу куҫасса пĕлтернĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов. Наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн хушма ĕҫ хучĕсене те алă пусса ҫирĕплетнине асăннă вăл. «Регионти проектсене пурнăҫлама 20192024-мĕш ҫулсем валли   1044,42 млн куҫасси планра пур», – тенĕ вице-премьер Сергей Артамонов.  

Чăваш Республикин ҫутҫанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Александр Ефремов «Экологи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн йышăннă регионти ĕҫсем ҫинчен каласа кăтартнă. Атăла сыватасси проект кун йĕркинче тăнине, вăрмансене хута ярасси, вĕсене ешертесси те ҫивĕч пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Каснă вăрмансен вырăнне, ҫĕннисене лартмалла, кăтартăва 2024-мĕш ҫулсем тĕлне 100 процента ҫитермелле.   

«Таса ҫĕршыв» проекта регион шайĕнче туллин тивĕҫтермеллине палăртнă Александр Ефремов. Ялсенчи, хуласенчи пухăнса выртакан ҫӳп-ҫап куписене тĕпрен прахăҫламаллине асăннă вăл, йăлари хытă каяшсене вăхăтра пуҫтарса тирпейлессипе те комплекслă ĕҫлесе пымаллине каланă.  

Свалка текен ăнлав пачах та пулмалла мар, халăхăн ҫакна питĕ лайăх пĕлмелле. Енчен те кирлĕ-кирлĕ мар ҫĕре усал ҫӳпсене пухса тирпейлесен, явап тытма тивĕ. Кун пирки Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫирĕппĕн асăрхаттарса хăварнă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансен, патшалăх влаҫ органĕсенче ĕҫлекенсен ыйтăва кулленех ҫирĕп тĕрĕслемелле, кăлтăксем кăларса тăратмалла мар.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн докладĕнче ҫемьесем пирки чарăнса тăнă, мăшăрсен енчен те пепке ҫуралсан, вĕсене валли патшалăх енчен тĕрлĕ пулăшусем куҫассине хыпарланă.  Кăҫал укҫа виҫи хăпарнă, пурĕ 104,1 млн пăхса хăварнă, тĕрев уйăхсерен ҫемьесене пуласси паллă, виҫҫĕмĕш ача ҫуралсан е тата усрава илсен те чылай пулăшу куҫĕ.   

Таварсене экспорта куҫарассипе, ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерсе пырассипе, ҫурт-йĕр хăпартассипе, хулан хутлăхне хăтлăлатассипе, вĕрентӳпе, культурăпа, паха ҫулсемпе ҫыхăннă проектсен паспорчĕсене те чылай тӳрлетӳсем кĕртнĕ, пĕр сăмахпа каласан халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ лайăхланса пырасси куҫкĕретех.  Пурте федераци проекчĕсемпе тӳр килсе пыраҫҫĕ, укҫа-тенкĕ енчен те объектсене пурнăҫлама ҫителĕклĕ пуласси паллă тенĕ канашлăва пухăннă ертӳҫĕсем.   

Фоторепортаж



24 апреля 2019
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter