Игорь Комаровпа Михаил Игнатьев Республикăри ачасен клиника больницин ĕҫĕ-хĕлĕпе паллашнă

Игорь Комаров и Михаил Игнатьев ознакомились с работой Республиканской детской клинической больницы

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕн полномочиллĕ представителĕ  Игорь Комаров тата Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Республикăри ачасен клиника больницинче пулнă. Унта сумлă ертӳҫĕсем асӑннӑ учрежденийĕн ĕҫĕпе паллашнă, ятарлă уйрăмсене кӗрсе курса хак панă.

Сиплев учрежденийĕн ĕҫсем ҫинчен тĕп врач Анатолий Павлов тата Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов каласа кăтартнă.

Юлашки ҫулсенче Республикăри ачасен клиника больницинче ырă улшăнусем пулса иртнĕ. Пĕлтĕр консультаци уйрăмне тĕпрен юсанă. Объекта ҫĕнетме Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн резерв фондĕнчен 26,5 млн уйăрнă.  Организацире мĕнпур пӳлĕмсене юсаса ҫĕнетнĕ, коридорсем ҫутă та таса, хăтлă. Ҫуртăн ҫивĕттине ҫĕнĕрен витнĕ, коммуникаци пайне улăштарнă.

Пĕтĕмĕшле 2015-2017-мĕш ҫулсенче больницăн пурлăхпа техника никӗсне пуянлатма 71,5 млн ытла укҫа тăкакланă. Хальхи вӑхӑтри медицина хатĕрĕсене туяннă, тĕп юсав ĕҫĕсене пурнăҫланă.  Сусăр ҫынсене килсе ҫӳреме лайӑх условисем йĕркеленӗ.     

Анатолий Павлов тĕп врач хăйĕн сăмахĕнче сывлăх сыхлавĕн ӗҫне цифра тытăмĕ хăватлăн кĕрсе пынине палăртнă, 2011-мĕш ҫултан пуҫласа Чăваш Ен сывлăх сыхлавне модернизацилессипе тĕллевлĕн ĕҫлесе пынине асăннă. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хальхи вӑхӑтра ФАПсенче тăрăшакансем ытти специалистсемпе видео ҫыхăну мелӗпе хутшӑнса хăйсен пĕлӳ шайне ӳстерсе пыма пултарнине каланă. Халăх медицина учрежденийĕсене электронлă майпа ҫырăнса  килсе ҫӳрет, кашнин медицина картти компьютерта упранать. Сипленме пыракансем ҫинчен врач туххăмрах мĕнпур хыпарсене электронлă майпа илме пултарать. Кунсăр пуҫне регионта медицина тĕлĕшĕнчен ӳкернĕ материалсем архивра та упранса пыраҫҫĕ. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕн полномочиллĕ представителĕ  Игорь Комаров регионти ҫĕнĕлĕхсене ырланă. Хăш-пĕр субъектсенче медицина базисен кăтартăвĕсене тинтерех кӑна йĕркелеме пуҫланине асăннă вăл.

Пысăк хăнасене паян анестезиологи-реанимаци уйрăмĕнчи пысăк технологиллĕ медицина хатĕрне кăтартнă, вăл мĕнле ĕҫленине каласа панă. Операцисем тума хатĕрлекен уйрăмра ашшĕ-амăшĕсем валли те лайӑх условисем туса панă. Вĕсем хăйсен пепкисемпе операци пуҫланичченхи тапхăрта пĕрле пулма пултараҫҫĕ.   

Палăртатпăр, объектри уйрăма пĕлтĕр юсанă. Строительство ĕҫне пурнăҫлама республика бюджетĕнчен субсиди мелĕпе укҫа куҫарса панă.  Пĕтĕмĕшле ҫĕнĕ медицина хатĕрĕпе юсав ĕҫĕ валли 128 млн ытла укҫа тăкакланă. 

 

Фоторепортаж



24 апреля 2019
14:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter