Вулавăшра - «Паллӑ театр ӑстисем» ҁавра сӗтел

Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Елчӗк шкулӗн Кӗҁӗн Таяпа ялӗнчи вӗренекенсем ялти библиотекӑра «Паллӑ театр ӑстисем» ҁавра сӗтел ирттерчӗҁ.  7-мӗш класра вӗренекен Анастасия Павловӑпа Варвара Симакова «Елчӗк районӗнчи драматургсем» тата «Владислав Николаев – чи ҁамрӑк драматург» тӗпчев ӗҁӗсемпе паллаштарчӗҁ. Каркалар ялӗнче ҁуралса ÿснӗ В.Голубева паллӑ артист пирки Иванова А.А. вӗрентекен тӗплӗн каласа пачӗ. Музейра унӑн сӑн ÿкерчӗкӗсемпе ҁырӑвӗсем те пур. Вера Голубева пӗтӗм чӑваш ачишӗн «асанне» пулса тӑнӑ. Унӑн «Асанне юмахӗсем» кӗнекери юмахӗсене итлеме те кӑмӑллӑ пулчӗ.

Елчӗкрен тухнӑ Игнатий Молодов артист пирки те нумай пӗлтӗмӗр. Ялти библиотекарь Агеева С. В. театр ӗҁченӗсем пирки тата театр историйӗпе паллаштаракан кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Театр сцени ҁинче 70 ҁул вылякан Вера Кузьминаран ачасем тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗҁ. Куравпа паллашнӑ май вӗренекенсем «Елчӗк ен» хаҁатра пичетленнӗ «Асран кайми театр» конкурс-викторина ыйтӑвӗсем ҁине хуравларӗҁ. Ачасем театр историйӗпе тата чӑваш артисчӗсемпе кӑсӑкланни палӑрчӗ. Хуравсене Елчӗкри библиотекӑна ярса патӑмӑр.

Кӗнеке куравӗ, библиотекӑри мероприяти пурне те килӗшрӗ.

Елчӗк районӗ



24 апреля 2019
14:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter