Тǎван чĕлхе вǎл – хаксǎр тупра

Çепĕççĕн, сулмаклǎн,

Савǎккǎн, хǎватлǎн

Янǎратǎн эсĕ, ман тǎван чĕлхем!

Тимĕре тататǎн,

Чул сǎрта вататǎн,

Сÿннĕ вучахра та эс чĕртен хĕлхем!

Савнǎ ялǎмра-и,

Шавлǎ хулара-и

Сан сассун йыхравĕ пуçтарать пире.

   Кашни çулах пирĕн республикǎра ака уйхĕн 25-мĕшĕнче пирĕншĕн чи хаклǎ, чи çывǎх чĕлхе – чǎваш чĕлхи кунне паллǎ тǎваççĕ. Тǎван чĕлхе вǎл – хаксǎр тупра. Унпа ирĕклĕн калаçма пултарни пирĕншĕн чǎн-чǎн телей.

    Çĕнĕ Чалкасси ял тǎрǎхĕн культура ĕçченĕсем чǎваш чĕлхине халалласа «Тǎван чĕлхе вǎл – хаксǎр тупра» ятлǎ литературǎпа музыка композицийĕ ирттерчĕç. Мероприятийе Çĕнĕ Чалкасси шкулĕнче кĕçĕн классенче вĕренекенсем, ял çыннисем  хутшǎнчĕç. Уявра тǎван чĕлхен этем пурнǎçĕнчи пĕлтерĕшĕ çинчен тата чǎваш чĕлхин сумне мĕнле ÿстересси пирки ыйтусем хускатрĕç. «Пин-пин тĕрлĕ чĕлхе хушшинче чăваш чĕлхи нимрен те кая мар, унпа калаçма вăтанмалла мар», - тесе ăнлантарчĕ ачасене Çĕнĕ Чалкасси шкулĕнче чылай çул хушши тăван чĕлхе вĕрентекенĕ, каярах шкул ертÿçи пулса ĕçленĕ Людмила Александровна Орлова. Ялти вулавăшра тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă Ольга Васильевна Терентьева ачасен пĕлĕвне тупмалли юмахсем парса тĕрĕслерĕ. Сак ялтах пурăнакан Назаровсен çемйи А. С. Пушкинăн «Пулăçăпа пулă» çинчен çырнă юмахне чăвашла кăтартса пачĕ.

      Çак кун тата тепĕр паллǎ самантпа та çыхǎннǎ -  чǎваш çырулǎхне йĕркелесе яракан, чǎваш букварьне кун çути паракан, пирĕн халǎха çутта кǎларакан И. Я. Яковлев çуралнǎ. Унǎн кун-çулĕпе ачасене культура ĕçченĕсем паллаштарчĕç.

    Уявра пĕчĕк туссен  хǎвǎрт каларǎшсен конкурсĕнче, Чǎваш енпе çыхǎннǎ викторинǎра хутшǎнма тÿр килчĕ. Ачасен тавракурǎмĕ анлǎ пулни питĕ савǎнтарчĕ, пĕр ыйту та тĕрĕс хуравсǎр тǎрса юлмарĕ.

    Çĕнĕ Чалкассинче вулавǎшра тǎрǎшакан Назарова Т. А. пурне те  «Çывǎх тус ман – КĚНЕКЕ» ятлǎ выставкǎпа паллаштарчĕ. Кунта ачасем валли юлашки виçĕ çул хушшинче пичетленсе тухнǎ чǎвашла кĕнекесене пухса хатĕрленĕ. Мероприяти вĕçленнĕ хыççǎн чылай кĕнеке хǎйĕн вулаканне тупрĕ.

   Мĕн пĕчĕкрен хамǎрǎн тǎван чĕлхепе калаçма, çырма тата вулама, ǎна хисеплеме вĕренни малашнехи пурнǎçра та чǎваш чĕлхине аталанма, çÿле çĕкленме пулǎшмалли чи пĕрремĕш утǎм пулса тǎрать те ĕнтĕ.

 

Фоторепортаж

Новочелкасинское сельское поселение Канашского района

 



25 апреля 2019
13:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter