Муркашсем Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлаççĕ

Хаклă ентешĕмĕрсем!

 Сире пурне те Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Чăваш чĕлхи – пирĕн тăван чĕлхе, атте-анне чĕлхи. Мĕн пĕчĕкрен эпир тăван чĕлхепе калаçса ÿснĕ.   Тăван чĕлхепех эпир хамăр шухăш-кăмăла палăртма хăнăхса ÿснĕ. Чăваш чĕлхи – хамăр халăх чĕлхи. Хăйĕн çепĕçлĕхĕпе, янăравлăхĕпе  палăрса тăрать вăл. Тăван чĕлхепех пире атте-анне тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕ, çын тунă. Паян хамăр та çак ырă йăлапах хамăр ачасене чăн-чăн çын пулма хăнăхтарса ÿстеретпĕр.   

Чăваш пулсан, чĕлхе те пулать, теççĕ. Паян чăвашсем ĕçре те маттуррине, спортра та сатуррине  тĕнчипех пĕлеççĕ. Чăвашсем туса кăларакан продукцисене те хаваспах туянаççĕ. Паян чăваш чĕлхи вырăс чĕлхипе тан патшалăх чĕлхи пулса тăрать. Çакăншăн эпир савăнатпăр, çакăнпа мăнаçланатпăр.

Эппин, чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И.Я. Яковлев халалĕсене асра тытса, малалла та  тăван чĕлхене, тăван халăх историне сыхласа хăварса, малалла аталантарас  тесе пĕрлех тăрăшасчĕ.   Малашне те ытти халăхсемпе туслă, килĕштерсе пурăнасчĕ.

Пурне те çирĕп сывлăх, телей, вăрăм кунçул сунатпăр.

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев.



25 апреля 2019
13:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter