Чăваш чĕлхи кунĕ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – И.Я.Яковлев çуралнă кун – чăваш чĕлхи кунĕ. Ҫак хĕвеллĕ кун ир-ирех шкул ачисем чăвашла сывлăх сунса кĕтсе илчĕç. Кунĕпех чăваш чĕлхи çепĕççĕн янăрарĕ. Уроксем хыççăн ачасем акт залне пухăнчĕç. Унта вара «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» уяв иртрĕ. Шкул директорĕн çумĕ Л.П. Абрамова вĕренекенсене уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, тăван чĕлхене юратма, упрама сунчĕ. 11 класри Крылова Елена хăйĕн уçă сассипе чăваш юррине шăрантарчĕ. 5к класри хĕр пĕрчисем чăваш ташшипе тыткăнларĕç куракансене. 5-8 класра ăс пухакансем Комсомольски район çыравçисен сăввисене чуна пырса тивмелле вуларĕç. 5-6 класс ачисем Театр çулталăкне халалласа И.Я. Яковлев хайлавĕсем тăрăх инсценировкăсем кăтартрĕç.

ФОТООТЧЕТ >>

МБОУ "Комсомольская СОШ №2" Комсомольского района



25 апреля 2019
17:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter