Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлҫи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Правительство ҫуртĕнче республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвĕн уйрӑм ыйтӑвĕсемпе канашлу ирттернĕ

Полномочный представитель Президента РФ в ПФО Игорь Комаров провел в Чувашии совещание по реализации нацпроектов

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлҫи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Правительство ҫуртĕнче республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвĕн уйрӑм ыйтӑвĕсемпе канашлу ирттернĕ. Сӑмах чи малтанах РФ Президенчĕн Указĕнчи наци проекчĕсене пурнӑҫласси пирки пынă. Игорь Комаров тĕрлĕ ҫул-йĕрпе палӑртнӑ кашни нацпроектпа килĕшӳллĕн пурнӑҫламалли ĕҫсем ҫинче чарӑнса тӑнă.

Канашлăва Раҫҫей Федерацийĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Аппарачĕн ĕҫченĕсем, республикăри министерствăсен, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисем тата ытти официаллă ҫынсем хутшăннă. Ларура наци проекчĕсемпе ҫыхăннă мĕнпур ыйтусене тарăн сӳтсе явнă, йывăрлăх кăларса тăратма пултараканнисем пирки те чарăнса тăнă. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртсе пымаллине каланă. 

Канашлăва Игорь Комаров уҫнă май, наци проекчĕсене ĕҫе кĕртме федераци шайĕнче мĕнпур ыйтусене туллин татса панине хыпарланă. Проектсен паспорчĕсене ҫирĕплетнĕ, тĕллевĕсем паллă тенĕ вăл сăмаха тăсса. Объектсене хута яма та федераци хыснинчен ҫителĕклĕ таран укҫа-тенкĕ пăхса хăварнине пĕлтернĕ. Раҫҫейри мĕнпур регионсем федерацин влаҫ органĕсемпе килĕшӳсене алă пусса ҫирĕплетнине те асăннă Полпред.

«Президентăн Указне пурнăҫласси  мĕнпур регионсен тĕп приоритечĕ. Умра ҫав тери пысăк ĕҫсем тӑраҫҫӗ. Вĕсене пурнăҫа кĕртсе пымаллин тапхăрĕ те кĕске. Укҫа-тенкĕпе тухăҫлă пĕлсе ĕҫлесси те тĕп ыйтусенчен пĕри. Регионсенче кашни кун тĕллевлĕн ĕҫлемелле. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пырассишĕн ырми-канми тăрăшмалла. Ҫĕршывра пурăнакансен пурнăҫ лайăх енне куҫса пынине курса тăмалла. Кун пирки Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин та тăтăшах аса илтерсе тăрать», тенĕ Игорь Комаров.

Кашни муниципалитетра пурăнаканăн наци проекчĕ ĕҫе кĕнине туймалла, кăтартусене курса шухăш-кăмăла лайăх енне куҫарса пымалла. Регионсен Пуҫлăхĕсем кашни ыйтушăн яваплă тенĕ вăл.

Канашлу вăхăтĕнче Игорь Комаров йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те сăмахланă, чухăн пурăнакансен шутне чакарасси тĕп приоритетсенчен пĕри пулнине асăннă. Апла пулсан, ыйтăва татса парас пулсан, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкнисемпе социаллă контракт туса ҫирĕплетсен те вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ.

Наци проекчĕсемпе ҫыхăннă тепĕр ыйту – экологи. Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлесси ҫивĕч тăнине палăртнă Полпред. Халăхăн сасартӑк сиксе тухакан ыйтăвĕсене вырăнти влаҫăн туххăмрах татса памаллине, округра пуҫланă пĕлтерĕшлĕ ĕҫе вăраха тăсса пыма никамăн та ирĕк ҫук тенĕ.

Строительство ыйтăвĕ пирки сăмах пуҫарнă май, ҫурт-йĕр хăпартассин калăпăшне ӳстересси ыйту ҫивӗч тӑние палӑртнӑ. 2024-мĕш ҫулсем тĕлне кăтартăва 1,5 хут ӳстерме тăрăшмалла тенĕ Игорь Комаров. Пая кĕрсе хваттерсем туянакансем тепӗр чухне улталанса юлни те куҫкĕретех. Ыйтăва куҫран вĕҫертме юраманнине асăрхаттарнă вăл. Кăлтăксем пулмалла маррине, кулленех ҫирĕп тĕрĕслесе пымаллине чĕнсе каланă. Кунсăр пуҫне ҫурт-йĕр хăпартассипе ĕҫлекенсене эскро-счетчĕпе ĕҫлеттермеллине палăртнă, ăна та тĕрĕслеве илмеллине каланă. Ыйту халăха пăшăрхантарать. Кашни саманта тĕплĕн тишкермелле. Вак-тĕвек ыйтусем кăна тесе лармалла мар. 

Регионти ҫулсем ҫинчен те сăмах пуҫарнă канашлура пуҫлăхсем, хăрушсăрлăх теми те малти вырăна тухнă. Ҫул-йĕрсен правилисене ҫирĕп пăхăнмаллине асăннă вĕсем.  

Ача сачĕсем, шкулсем, медицина ыйтăвĕсем те кун йĕркинчех пулнă. Наци проекчĕ «Сывлăх сыхлавĕ» епле пурнăҫа кĕрсе пыни ҫинчен канашланă. Халăх пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе туллин усă курнине каланă. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче наци проектне пурнăҫа кĕртсе пырассипе хатĕрленĕ ĕҫсем ҫинчен чарăнса тăнă. Субъектăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсемпе паллаштарнă.

Чăваш Ен 52 проектпа ĕҫлет. Регионти 19 проекта муниципалитет пĕрлешĕвĕсене явăҫтарнă. Сăмах май, районсемпе хуласем вăйлă аталанаканнисем те пур, ҫав вăхăтрах юлараххисем те тенĕ вăл. Мĕнпур ĕҫсене туллин тата вăхăтра пурнăҫа кĕртсе пырас тĕлĕшпе, округри чи лайăх паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса пыма тăрăшнине палăртнă регион Ертӳҫи.

Михаил Игнатьев федераци шайĕнчи пекех, регионта та наци проекчĕсене пурнăҫлама мĕнпур ыйтусене тĕпрен татса панине хыпарланă. 11 наци проекчĕпе ĕҫлеме нормативлă право ĕҫ хучĕсене те ҫирĕплетнине асăннă вăл.  Федерацин влаҫ органĕсемпе килĕшӳ хучĕсене алă пуснине палăртнă Пуҫлăх. «Наци проектне пурнăҫа кĕртме Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ĕҫе пуҫланă», пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕ.  

Кăҫал бюджетăн пĕрремĕш кварталĕнче харпăр хăй тупăшĕ регионăн ӳсни сисĕнет тенĕ вăл. Кăтарту 10 процента ҫити хăпарнине каланă. Обществăлла финанспа пĕлсе тата тухăҫлă ĕҫленине кура, РФ Финанс министерстви палăртнă тăрăх, Чăваш Республики малтисен ретĕнче тăнине те асăнса хăварнă республика Ертӳҫи. Чăваш Республикин патшалăх умĕнчи парăмĕ 2,5 млрд чакни те курăмлă.

Регионта сахал тупăшлисене социаллă тĕрев пани куҫкĕретех. Нумай ачаллă ҫемьесем патшалăхăн тĕрлĕ пулăшăвĕсене вăхăтра илсе тăраҫҫĕ. 2018 ҫулта мĕнпур ҫăлкуҫсенчен ыйтусене татса пама 12,6 млрд тăкакланă. 2019 ҫулта вара – 14,1 млн пăхса хăварнă республика хыснинче. Ҫурт-йĕр тата коммуналлă пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн та чылай тĕрев куҫать: 2018 ҫулта 1,6 млрд тăкакланă пулсан, 2019 ҫулта – 2 млрд яхăн пăхса хăварнă бюджетра.

Республикăра пĕтĕмпе инвестициллĕ 120 проектпа ĕҫленине пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ вара 190 млрд танлашать тенĕ вăл.

Мĕнпур ыйтусене тарăн сӳтсе явнă хыҫҫăн, РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров канашлу питĕ лайăх иртнине, пуриншĕн те усăллă пулнине каланă. Тухăҫлă иртрĕ мероприяти тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ.

«Наци проекчĕпе ҫыхăннă ыйтусене вăхăтра татса пани пĕлтерĕшлĕ. Хатĕрленӳ ĕҫĕсене пĕтĕмпех йĕркеллĕ  лайăх пурнăҫланине курса ĕнентĕмĕр», - тенĕ вăл.

РФ ытти регионĕсемпе танлаштарсан, Чăваш Республики лайăх ĕҫлесе пыраканнисен йышĕнче пулнине палăртнă сумлă хăна. Сывлăх сыхлавĕ регионта хăватлă аталанать тенĕ вăл. Вилекенсен шучĕ ыттисемпе танлаштарсан пĕчĕк пулнине, специалистсем хăйсене шанса панă ĕҫе тивĕҫлĕ пурнăҫланине палăртнă. Тепĕр ырă тĕслĕх пирки каланă Полпред: регионти пуҫаруллă та пысăк тавракурăмлă ҫамрăксем ыттисемшĕн яланах тĕслĕхре тăнине палăртнă. Республика ҫамрăксене пысăк тĕрев панине те каласа хăварнă.  

Чухăн пурăнакансен шутне чакармаллине, вĕсене валли хăтлă условисем туса памаллине асăннă Полпред. Халăх валли ĕҫ вырăнне хатĕрлессине, ҫĕнĕ производствăсем уҫмаллине каланă, ыйтусене пысăк тимлĕх уйăрма сĕннĕ.

«Хăш-пĕр предприятисем пирки ыйтусем пур паллах.  Ял хуҫалăхне аталантарасси те ҫивĕч тăрать. Кăтартусене ӳстерессишĕн тăрăшмалла. Шăпах та, вĕсем экономика ӳсĕмне хăпартаканнисем, халăха ĕҫпе тивĕҫтерекеннисем. Ыйтусем ҫине тимлĕх уйăрма тăрăшăпăр»,  тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлҫи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров.      

 Фоторепортаж



25 апреля 2019
09:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter