Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлани

Хисеплĕ ентешсем!

Сире Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Ҫак уяв илемлĕ те янăравлă чăваш чĕлхине - пирĕн халăхăн пысăк та аслă пуянлăхне - амăшĕн сĕчĕпе пĕрле чуна хывнă мĕн пур ҫынна пĕрлештерет. Вăл чăвашсен наци ăнланулăхне сăнарлакан пĕрлĕх символĕ, пирĕн ăс-хакăл культурине упраса хăвармалли тата аталантармалли тĕп инструмент пулса тăрать.

Тăван чĕлхене, хамăрăн йăх-тымарсене пĕлни иртнипе паянхин чĕрĕ ҫыхăнăвне, пуян культурăпа истори еткерне тата авалхи йăласене упраса хăварма май парать. Тăван сăмаха упрасси тата хакласси - пирĕн пĕрлехи ĕҫ.

Чăваш Республикинче чĕлхе ăруран ăрăва куҫса пырассине тивĕҫтермелли, ҫитĕнекен ăрăва тăван чĕлхене тата кунта пурăнакан йышлă халăх чĕлхисене хисеплеме вĕрентсе воспитани памалли условисене йĕркеленĕ, мĕншĕн тесен шăпах чĕлхесем тата культура пĕр-пĕрне пуянлатса пыни тăнăҫлăха, мирпе килĕшĕве упраса хăвармалли никĕс пулса тăраҫҫĕ.

Пурне те ҫирĕп сывлăх, малашлăха шанма, пархатарлă ĕҫре чунри килĕшĕве тупма тата ҫитĕнӳсем, тăнăҫлăх, аталану, телей, ырлăх сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                      Михаил Игнатьев



25 апреля 2019
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter