2019 ҫулта Чăваш Енре ҫулсем ҫинчи йĕркене сăнаса тăма витĕм кӳрекен ҫĕнĕ 25 фото-видеосăнав вырнаҫтарма палăртнă

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, ăна регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.

Кун йĕркипе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикин Транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхăн министерствин  2018 ҫулхи отчетне итленĕ пуҫлăхсем.

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Евгений Павлов 2018 ҫулта республикăн Ҫул-йĕр фончĕ 4,6 млрд танлашнине хыпарланă. Вăл укҫаран федераци центрĕнчен 1,8 млрд куҫнине асăннă ведомство ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.   

Пĕтĕмпе 305 ҫухрăм автомашина ҫулĕсене сарнă, 42 ҫухрăм тăсăлса выртакан ҫула тĕпрен реконструкциленĕ, ҫуртсем таврашĕнчи лаптăксене тирпей-илем кĕртнĕ, ҫак ĕҫсене 263 объектра пурнăҫланă.

«Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» приоритетлă проекта тĕпе хурса Шупашкарта 75 объектра строительство ĕҫне пурнăҫланă, 150 ҫухрăм ҫула тĕпрен юсаса сарнă.

Республикăри ял территорийĕсене те сахал мар ҫĕнетнĕ. Элĕкре, Йĕпреҫре, Канашра, Куславккара, Красноармейскийĕнче, Хĕрлĕ Чутайра, Сĕнтĕрвăрринче, Шупашкарта, Шăмăршăра, Елчĕкре, Етĕрнере, Тăвай тăрăхĕнче ҫул-йĕр условийĕсене лайăхлатнă.

2018 ҫулта автомашина ҫулĕсем ҫинче фото-видеосăнавсем вырнаҫтарнă. Паллă, вĕсем ҫулсем ҫинче инкексем пулассинчен пăраҫҫĕ. Регионта ҫулсем ҫинче  1250 йĕрке пăснă тĕслĕхе шута илнĕ. Тата та маларахри ҫултан 8,8 процент чухлĕ сахалтарах. 2019 ҫулта  автомашина ҫулĕсем ҫинче 25 хатĕр вырнаҫтарма плана кĕртнине пĕлтернĕ вăл.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ министерство ĕҫченĕсене тухăҫлăрах ĕҫлесе пыма хушнă.  Тĕрĕслев тени ҫирĕп пулмаллине асăрхаттарнă регион Ертӳҫи.

Ларура Чăваш Ен прокурорĕ Василий Пословский хăш-пĕр ыйтусемпе сăмах пуҫарнă. Ытларах профилактика ĕҫĕ ҫине тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă вăл ятарлă служба ĕҫченĕсене.  



25 апреля 2019
15:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter