Тăвай районĕн ертĕлĕхĕ Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлани

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Апрелĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ. Çак уява аслă вĕрентекенĕмĕрĕн, халăха çутта кăларассипе хăйĕн мĕн пур вăйне, ăсне панă Иван Яковлевич Яковлевăн Çуралнă кунĕнче паллă тăватпăр.

Тăван чĕлхе вăл – наци культурин тĕп управçи. Хуть те мĕнле çыншăн та тăван чĕлхе чи çывăххи тата хакли пулса тăрать. Ăна юратасси ачалăхран пуçланать, çавăнпа та ачасене мĕн пĕчĕкренех тăван чĕлхене юратма вĕрентмелле. «Эпĕ чăннипе те пĕлетĕп: тăван чĕлхене пула эпĕ кам пулассине пулса тăтăм», - тесе ахальтен мар çырнă хăйĕн ĕçĕсенче чăваш академикĕ, аслă этнопедагог Г.Н.Волков.

Хаклă ентешĕмĕрсем, сире Чăваш чĕлхи кунĕпе саламлатăп, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп.

 

Район пуçлăхĕ                                                                      А.В. Шакин 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                      А.В. Ванерке  



25 апреля 2019
14:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter