Вăрмар районě: чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсен фестивалě

Ака уйăхěн 23 – мěшěнче Вăрмарти вăтам шкулта чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсен «Хальхи тапхăрти чăваш чěлхипе литература урокěсем»   фестивале пуçтарăнчěç. Фестивалěн тěп тěллевě районти  чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсен ěс опычěпе паллашасси тата сарасси.  Çак меропариятие 13 вěрентекен хутшăнчě, вěсем хăйсен  пултарулăхне уçă уроксенче, класс тулашěнчи ěçсенче тата ăсталăх лаççинче кăтартрěç.

«Чи лайăх» урок номинацире Кавал шкулěнчи Авакова Н.Ю. çěнтерÿçě пулса тăчě.  Вăл «Савнă ен, Чăваш çěршывě» темăпа урок  ирттерчě.

«Чи лайăх класс тулашěнчи мероприяти» номинацире Вăрмар шкулěнчи вěрентекенсем пулчěç, вěсем «Мěн-ши вăл Тăван çěршыв?» ятлă,  питě тарăн шухăшлă,  пуян  содержаниллě сценари  хатěрлесе ытти вěрентекенсене паллаштарчěç.

«Ăсталăх лаççи» номинацире Шăхаль шкулěнчи Яндутова Н.Н. «Тăван литературăпа чěлхе  урокěсенче кроссенс мелěпе усă курасси» çěнě  технологи мелě çинчен каласа кăтартрě.

Чулкас шкулěнчи Михайлова А.В. тата Семёнова Е.В. çак номинацири призёр ятне илчěç. Фестивале  активлă хутшăннă ытти вěрентекенсене  Тав хучěсем парса чысларěç.

 



25 апреля 2019
13:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter