Патăрьел районĕн ертÿлĕхĕ Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлани

Хисеплĕ патăрьелсем!

Чăваш Республикинче апрелĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне уявлатпăр Ахальтен мар çак кун халăхăмăра çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунĕпе пĕр килет: чăваш чĕлхи тата Иван Яковлевич Яковлев пĕр çыхăнура тăраççĕ. Яковлева пула, вăл тунă алфавит витĕмĕпе, Аслă вĕрентекенĕмĕр тăрăшнипе чăваш алфавичĕ пулса кайнă, халăхăмăр вулама - çырма пуçланă, вăл хатĕрленĕ кĕнекесене вуласа пĕлĕве, тĕнче курăмне ỹстернĕ.

Тăван сăмах кашнинех, вăл ăçта пурăннине пăхмасăр, халăх шăпине, иртнине, хальхине, тата пуласлăха çывăх пулнине туйса илме май патăр.

Патăрьел районĕнче те тăван чĕлхене сыхласа хăварас енĕпе пысăк ĕçсем тăватпăр, килес ăру валли иксĕлми пуянлăха: йăла - йĕркене, культурăна, чĕлхене сыхласа хăварас тĕлĕшпе тăрăшатпăр.

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, çирĕп сывлăх, пуçарура ăнăçу, ырă пурнăç, телей тата юрату сунатпăр. Юнпа çеç мар, чунпа та чăваш пулар, атте - анне чĕлхине хисеплер!

 

Патăрьел район пуçлăхĕ                                                   М.Петров

Патăрьел район администраци пуçлăхĕ                                       Р.Селиванов



25 апреля 2019
13:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter