«Йăлана кĕнĕ культурăпа ăс-хакăл, кăмăл-сипет пуянлăхĕсене тĕнчери улшăнусем вăхăтĕнче пирĕн ҫухатма ирĕк ҫук», – тесе чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Михаил Игнатьев: «Мы не должны растерять в процессе глобализации традиционные культурно-нравственные ценности» Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче тĕрлĕ халăхсен хушшинчи наукăпа практика конференцийĕ уҫăлнă. Палăртнă мероприяти регионта икĕ кун пулать.

Конференци ĕҫне 2013-2020-мĕш ҫулсенче культурăпа туризма аталантарас тĕллевпе йышăннă РФ патшалăх программипе килĕшӳллĕн йĕркеленĕ. Спорта аталантарассипе те ятарлă программăна 3030-мĕш ҫулсем валли пăхса хăварнă. Мероприятине тĕрлĕ ăсчахсем, Раҫҫейри тĕрлĕ регионсенчен паллă тĕпчевҫĕсем, ют ҫĕршывсенчен те сумлăх хăнасем чылайăн пухăннă.  

Хăнасене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă. Регион Ертӳҫи  И.Н.Ульянов   ячĕллĕ  Чăваш патшалăх университечĕн ертӳлĕхне ҫакăн йышши мероприятине йĕркелесе ирттерме пысăк витĕм кӳнине ырланă, хăнасене Чăваш Ене хисеплесе килнĕшĕн тав тунă. Пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕпе паллашма питех те меллĕ мероприяти ҫакă тесе хакланă республика Пуҫлăхĕ.   

Конференци Раҫҫейри мĕнпур регионсемшĕн питĕ усăллă пулнине палăртнă вăл сăмаха ҫавăрса. Ҫынсен кăмăл-туйăмне ырă енне куҫарма шăпах та, культура, йăла-йĕрке витĕм кӳрет тенĕ Пуҫлăх.

«Тĕнчере тĕрлĕ улшăнусем пулса пынă вăхăтра, хамăрăн тĕп пуянлăха – йăла-йĕркене, культурăна ҫухатма юрамасть.  Ачасене мĕн пĕчĕкрен ырă ĕҫ тума вĕрентсе пымалла, сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса пырасси те тĕп вырăнта пулмалла», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Сăмах май, регион Ертӳҫи республикăра культурăпа спорта пысăк тимлĕх уйăрни куҫкĕретех тенĕ. Федераци шайĕнчи мĕнпур мероприятисене хастар хутшăнать Чăваш Ен. Тĕрлĕ программăсемпе те курăмлă ĕҫлет. Калăпăр, юлашки виҫĕ ҫул хушшинче регионта ял тăрăхĕсенче хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан ҫĕнĕ 12 ФАП уҫнă, 56 культура ҫуртне хута янă. Пуласлăхра та ĕҫсем сахал мар, ҫĕнĕ 25 клуб хăпартса лартма плана кĕртнĕ. Спорт объекчĕсем те ҫĕкленсех пыраҫҫĕ. Учрежденисен пурлăхпа техника бази пуянланать, условисем чаплă, халăх кăмăллă вĕсемпе.   

2024-мĕш ҫулсем тĕлне Раҫҫей Президенчĕ спорта кулленех ҫӳрекенсен йышне 55 процента ҫитерме чĕнсе калать. Ыйтăва регион туллин пурнăҫласси куҫкĕретех.   Ватти-вĕтти кашни кун тенĕ пек, спорт учрежденийĕсене ҫӳрет, хăйсен сывлăхне ҫирĕплетет тесе каланă регион Пуҫлăхĕ.

2019 ҫулта официаллă майпа 450 мероприяти йĕркелеме плана кĕртнĕ, вĕсем спортпа ҫыхăннă. Раҫҫей, регионсен хушшинчи мероприятисем те сахал мар, вĕсен йышĕ планра чылай – 70.  

2019 ҫулта Шупашкар хулине 550 ҫул ҫитнĕ, ăна халалласа тата 2020-мĕш ҫулта Чăваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 пулнине палăртса ҫăмăл атлетикăпа Раҫҫей чемпионачĕ пулать. Палăртма кăмăллă, Чăваш Енре кашни уйăхрах Сывлăх кунĕнче тӳлевсĕр халăх тĕрлĕ спорт учрежденийĕсене ҫӳрет. Пĕр сăмахпа каласан, ҫынсем спорта юратаҫҫĕ, унпа туслă.

«Халăхра спорт анлă сарăлнă. Вăл ĕҫе уйрăмах спортсменсем те витĕм кӳреҫҫĕ. Ҫитĕнекен ăрăва паха тĕслĕх кăтартса параҫҫĕ. Кулленех пысăк ҫитĕнӳсемпе Раҫҫей шайĕнче палăраҫҫĕ, хăйсем пек пулма ҫамрăксене вĕрентеҫҫĕ», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ. Палăртмалла, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫав тери спортпа туслă. Ун пек хастар пулассишĕн кашни ҫын тăрăшать, унăн ырă тĕслĕхне тĕпе хурса хăйсен спортри ӳсĕмĕсене ҫӳллĕрен те ҫӳле ҫĕклеме тăрăшать.  

Чăваш патшалăх университечĕ спорт аталанса пытăр тесе сахал мар тимлĕх уйăрать, тĕрлĕ мероприятисене хапăл тусах хутшăнать.  

Паян конференци ĕҫне пухăннисене аслă шкулăн ректорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн   депутачĕ Андрей Александров ăшшăн саламланă, пурне те тухăҫлă ĕҫлеме чĕнсе каланă.

Мероприятийĕн кун йĕркипе килĕшӳллĕн хăнасем тарăн докладсем тунă, хăйсен паха ĕҫ опычĕсем пирки каласа кăтартнă. Раҫҫей Федерацийĕн тава тивĕҫлĕ юрисчĕ Татьяна Минязева, Ташкентран килсе ҫитнĕ Эльбек Мусаев юридици наукисен кандидачĕ, Шупашкарти Чăвашсен Епархийĕн Чиркĕвĕнче ĕҫлекен Михаил Павлов протоиерей тухса калаҫнă, ырă сĕнӳсем панă. Мероприятинче паян ытти пулăмсем те чылай, хăнасем пĕр-пĕрин ĕҫ опычĕсемпе тĕплĕн паллашĕҫ. 

Фоторепортаж



26 апреля 2019
15:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter