Чăваш Республикин Правительство ҫурчĕ ҫывăхĕнче Туслăх аллейине хывнă

Возле Дома Правительства Чувашской Республики появилась «Аллея Дружбы»Чăваш Республикин Патшалăх Канашне йĕркелесе янăранпа 25 ҫул ҫитнине халалласа, паян Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йывăҫсем лартса хăварас ĕҫе хутшăннă.

Паллă пулăма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Валентин Шурчанов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, аппаратра ĕҫлекенсем, ветерансем тата ытти ҫынсем пуҫтарăннă.   

Йывăҫ лартасси ырă та сăваплă, паха ĕҫ пулнине каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче. Шупашкар хулине 550 ҫул ҫитнине палăртса та ҫак пулăм пĕлтерĕшлĕ пулса тăнине асăннă.

«Йывăҫ лартса хăварнă ҫул Атăл ҫыранĕ хĕррине уҫăлма анма чĕнет, хавхалантарса тăрать. Пуласлăхра ытти хунавсене ешертсен те вырăнлă пулнă пулĕччĕ. Кунта уҫăлма ҫӳрекен яш-кĕрĕм йывăҫ-тĕмсене, ҫĕнĕ хунавсене пăхса тăрасса, усал шухăшлисем сиен кӳрессинчен сыхă тăрасса та ĕненетпĕр, тăван тавралăха юратасса, упрасса шанатпăр», – тенĕ республика Ертӳҫи.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова хăйĕн сăмахĕнче ҫак мероприятине хутшăннисене ырланă, ҫамрăк йывăҫсене кулленех асăрхаса тăма шантарнă. Туслăх аллейи пурсăмăра та яланах пĕрлештерсе тăрĕ тенĕ. Пĕрне-пĕри хисеплеме, сума сунма, республика ырлăхĕшĕн пĕр чăмăра пухăнса пĕрлĕхре яланах туслă ĕҫлесе пыма витĕм кӳрĕ тенĕ. 

Фоторепортаж



26 апреля 2019
16:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter