Патăрьел тăрăхĕнчи 687 çын «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцине хутшăнчĕ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи 16 шкулти  687 вĕренекенпе вĕрентекен «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2019» акцине хутшăнса  диктант çырчĕç.

Пĕтĕм чăваш диктантне çырассин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси. Кашни çын чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси, чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме майсем туса парасси вара тĕп задачăсенчен пĕри шутланаççĕ.

«Пиллĕк» паллă илнисем кăçалхи çул 221 пулчĕç. Вăл ушкăнра 32 вĕрентекен.  «Тăваттă» палла 238 -ăн, «виççĕ» палла - 203 вĕренекен  тивĕçрĕç.

Кашни çын çак акцие хутшăнни вăл чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн сасăланипе танлашать тесе шутлаççĕ ку пархатарлă ĕçе пуçлакансем.

  Диктант çырма кăмăл тунисене тепĕр хут Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр.



26 апреля 2019
08:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter