Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Христосӑн Ҫутӑ Чӗрӗлӗвӗ – Сӑваплӑ Мӑнкун ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин хаклӑ ҫыннисем!

 Сире Христосӑн Ҫутӑ Чӗрӗлӗвӗ – Сӑваплӑ Мӑнкун ячӗпе саламлатӑп!

Пурнӑҫ ҫӗнелсе вӑй илнине тата ҫутӑ тӗттӗмлӗхе ҫӗнтер­нине сӑнарлакан ҫак чаплӑ уяв христиан тӗнне ӗненекен кашни ҫыншӑн ҫывӑх. Вӑл ҫынсене тарӑн туйӑмлӑ ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет никӗсӗ ҫинче пӗрлештерет, пирӗн чӗресене савӑнӑҫпа, шанӑҫпа тата юратупа пуянлатать.

Ҫак паллӑ кун эпир хамӑр халӑхӑмӑрӑн авалхи кун-ҫулне аса илетпӗр, унӑн нумай ӗмӗре тӑсӑлакан йӑли-йӗркин пар­хатарне тата пултаруллӑ аслӑ вӑйне чунпа туятпӑр.

 Сире пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑх, мӗнпур ырӑ пуҫарура ӑнӑҫу, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                           Михаил Игнатьев



27 апреля 2019
15:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter