Чăваш Республикин Ҫул-йĕр фончĕн калăпăшĕ 2019 ҫулта 5 млрд ытла

Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн  членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе, хăш-пĕр муниципалитетсен пуҫлăхĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ку хутĕнче ĕҫе пухăннисем ҫул-йĕр ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă.

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Евгений Павлов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин ҫул-йĕр пайне 2019 ҫулта  5 млрд 060 млн тенкĕ пăхса хăварнине хыпарланă.

Вырăнти пĕлтерĕшлĕ 103,9 ҫухрăм тăсăлса выракан ҫулсене тĕпрен юсама тата 33,6 ҫурăм выртакан ҫула ҫĕнĕрен сарма, 7,3 ҫухрăм ҫул лаптăксене ҫутăпа тивĕҫтерме тĕллев лартнине асăннă вăл.   Ытти ĕҫсене те сахал мар плана кĕртсе хăварнине каланă ертӳҫĕ тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Евгений Павлов ҫулсем пирки пăхса хăварнă программăна тĕпрен ҫирĕплетсе хăварнине асăннă, кăҫал 101 объект ҫинче строительство ĕҫĕсем пулассине хыпарланă.  

Регион шайĕнчи ҫулсене тирпейлессипе те сахал мар ĕҫ планра пур. 74 ҫухрăм выртакан ҫула тĕпрен юсама, 17 ҫухрăм тăсăлакан ҫул ҫинчи лаптăка ҫутăпа тимвĕҫтерме плана кĕртнĕ, 27 объект ҫинче ĕҫсене туллин пурнăҫа кĕртмелле.  Хăшĕсем ҫинче подрядлă организацисем ĕҫе те кӳлĕннине хыпарланă вăл.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев объектсем ҫинче тивĕҫлĕ ĕҫлесе пымаллине асăрхаттарнă. Яваплăха туйса ĕҫлекеннисемпе ĕҫ хучĕсене ҫирĕплетмелле.  Планпа пăхса хăварнă объектсене вăхăтра тата пахалăх тĕлĕшĕнчен пысăк шайра пурнăҫа кĕртсе пымаллине чĕнсе каланă регион Ертӳҫи.  



29 апреля 2019
15:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter