Христосӑн Ҫутӑ Чӗрӗлӗвӗ – Ҫветтуй Мӑнкунра Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Шупашкарти Таса Татиана Православи чиркĕвĕнче пулнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в Пасхальном богослуженииҪĕрле ака уйăхĕн 27-мĕшĕпе 28-мĕшĕнче республикăри мĕнпур чиркӳсенче Аслă Турăмăра тав туса кĕлĕ иртнĕ. Православи тĕнне ĕненекен пиншер ҫын Христосӑн Ҫутӑ Чӗрӗлӗвӗ – Ҫветтуй Мӑнкун ячӗпе кĕлĕ вуласа ырă ĕҫ тунă. Ҫак аслӑ уяв пӗтӗм тӗнчене ырӑ ҫӗнтерни ҫинчен хыпарлать, ӗненекен кашни ҫын чӗрине чуна тасатакан ҫутăпа тул­тарать. Вăл савă­нăçпа шанчӑк парнелет, обществӑна нихӑ­ҫан ул­шӑнми хаклӑх­сем тавра пӗрлештерет, тăнăç­лӑхпа ҫу­ра­ҫу­лă­ха ҫирӗп­летме пулăшать.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе  Лариса Юрьевнăпа   Шупашкарти Таса Татиана Православи чиркĕвĕнче пулнă.

Унпа пĕрле вăл кун Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Леонид Черкесов, Олег Николаев,  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев пулнă.  

Ҫак Ҫветтуй уяв кунӗпе пурне те пӗтӗм чунтан Мӑнкунӑн ҫутă са­вă­нăçне, ырлăх, ҫураҫулăх, малашлӑха шан­чăк­лӑн пăхма, ҫирӗп сывлăх тата Турă пу­лă­шăвне туйма Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава пехилленĕ.

Мăнкун уявне Чăваш Наци телекуравĕ тӳрĕ эфирта халăха кăтартса пынă. 

Фоторепортаж



29 апреля 2019
08:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter