Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Хисеплĕ ентешсем!

Сире Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ ячĕпе саламлатăп! 

Чăваш Республикин патшалăх ялавĕ, гербĕ тата гимнĕ пирĕн халăхăн яланхи чи пĕлтерĕшлĕ хаклăхĕсем,  унăн нумай ĕмĕре тăсăлакан историйĕ, хăйне евĕрлĕ культури, пуян йăлисем ҫинче никĕсленеҫҫĕ. Патшалăх символĕсем официаллă мероприятисен тĕп атрибучĕсем кăна мар. Вĕсем тăван тăрăхăн хăйне евĕрлĕхне сăнарлаҫҫĕ, Раҫҫей Федерацийĕн мĕн пур регионĕнчи йăхташăмăрсене пĕрлештерекен татăлми ҫыхăну пулса тăраҫҫĕ.

Пирĕн умра ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене тĕпе хурса ҫамрăксен гражданла ăнланулăхне ҫирĕплетессипе, вĕсене Тăван ҫĕршыва юратса ҫитĕнме воспитани парассипе ҫыхăннă пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсем тăраҫҫĕ, наци символĕсем тĕлĕшпе хисеп пулмасан ҫак тĕллевсене те пурнăҫлама май ҫук.

Пурне те ҫирĕп сывлăх, ырă мĕн пур пуҫарура ăнăҫу, мир, телей, ырлăх сунатăп!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                Михаил Игнатьев



29 апреля 2019
07:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter