Чăваш танкисчĕ çинчен ÿкернĕ фильма тÿлевсĕр кăтартĕç

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлу  культура министрĕ Константин Яковлев пурне те кинотеатрсене йыхравланипе вĕçленчĕ.

Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче «Несокрушимый» фильма тÿлевсĕр пăхма май пулĕ — Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне чăннипех лайăх парне. Михаил Игнатьев çак фильм пирĕншĕн питĕ çывăххине палăртрĕ: вăл — вăрçăра фашистсен нумай танкне тĕп тунă паттăр танкист Семен Коновалов çинчен ÿкернĕскер. Çав çын — чăваш, çакна документсемпе çирĕплетнĕ ĕнтĕ. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев пĕлтернĕ тăрăх, Семен Коновалов Тăвай районĕнчи Анаткас Тушкил ялĕнче çуралнă, кайран Хусана куçса кайнă — çар ретне унтан тăнă. Культура министрĕ паттăрăн хĕрне Шупашкара чĕнни çинчен хыпарларĕ, çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кино куракансем унпа курнăçма пултарĕç — вăл паттăр ашшĕ çинчен каласа парĕ.

www.hypar.ru

 



29 апреля 2019
16:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter