Чăваш Ен ҫу уйăхĕнчи уявсене кĕтсе илме хатĕрленет

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе ирттернĕ канашлура регионта Мăнкун уявне епле хатĕрленсе ирттернине тата ҫывхарса килекен Ҫуркунне тата Ĕҫ уявĕсем пирки сăмах пуҫарнă.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хăйĕн докладĕнче Мăнкун уявне хулара мĕнпур чиркӳсенче курăмлă йĕркеленине хыпарланă. Ҫĕрле ака уйăхĕн 27-мĕшĕпе 28-мĕшĕнче республикăри мĕнпур чиркӳсенче Аслă Турăмăра тав туса кĕлĕ иртнĕ. Православи тĕнне ĕненекен пиншер ҫын Христосӑн Ҫутӑ Чӗрӗлӗвӗ – Ҫветтуй Мӑнкун ячӗпе кĕлĕ вуласа ырă ĕҫ тунă. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе   Шупашкарти Таса Татиана Православи чиркĕвĕнче пулнă. Пĕтĕмпе регионта каҫхи кĕлĕсене 24 пин ытла ҫын хутшăннă.

Ҫуркунне тата Ĕҫ уявĕсем ҫывхарса килеҫҫĕ. Тĕп мероприяти хулара 10 сехетре пуҫланать. Вăл кун предприятисемпе организацисенче ĕҫлекенсем туслăн хулан урамĕпе утаҫҫĕ. Хĕрлĕ тӳремре хаваслă концерт пулĕ, пултаруллăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшисемпе халăха савăнтарĕҫ.

Мероприятисене республикăри мĕнпур районсемпе хуласенче ирттерме плана кĕртнĕ. Канашра, калăпăр районпа хула хаҫачĕн парнисене ҫĕнсе илессишĕн ҫăмăл атлетика енĕпе  ăмăртусем йĕркелеме плана кĕртнĕ.

Регион Пуҫлăхĕ муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ертӳлĕхĕсене тавралăха тирпей-илем кĕртес ыйту ҫине тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă.

Кăҫал Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 74 ҫул ҫитет. Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче «Несокрушимый» фильма тӳлевсĕр пăхма май пулĕ — Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне чăннипех лайăх парне тесе ырă хыпара пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев çак фильм пирĕншĕн питĕ çывăххине палăртнă: вăл — вăрçăра фашистсен нумай танкне тĕп тунă паттăр танкист Семен Коновалов çинчен ӳкернĕскер. Çав çын — чăваш, çакна документсемпе çирĕплетнĕ ĕнтĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн Культура министерствин департаменчĕпе килĕшӳ тунă тăрăх, ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче республикăри 16 кинозалта тӳлевсĕр «Несокрушимый»  фильм курма пулать.  

Культура министрĕ паттăрăн хĕрне Ирина Семеновăна Шупашкара чĕнни çинчен хыпарланă, çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кино куракансем унпа курнăçма пултарĕç — вăл паттăр ашшĕ çинчен каласа парĕ.

 



29 апреля 2019
17:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter