Шупашкарта мас-рестлинг енĕпе Раҫҫей уҫă чемпионачĕ иртнĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев открыл чемпионат России по мас-рестлингуАка уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкарта мас-рестлинг енĕпе Раҫҫей уҫă Чемпионачĕ иртнĕ.

Ăмăртăва килсе ҫитнисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.  Ҫĕршыв Чемпионатне Чăваш Енре ирттерме кăмăл тунишĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă йĕркелӳҫĕсене.

Палăртнă спорт ăмăртăвĕ Чăваш Республикинчи мĕнпур районсемпе хуласенче анлă сарăлнине каланă регион Ертӳҫи.  Патшалăх енчен спорта аталантарас ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртса хăварнă вăл. Пурне те спортра тата та пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă регион Ертӳҫи.

Мас-рестлинг спорчĕн Пĕтĕм Раҫҫейри федерацийĕн президенчĕ Михаил Гуляев Чăваш Республикин ертӳлĕхне хăнасене ырă сунса Чăваш Ене кĕтсе илнĕшĕн  мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Спорта регионта ҫӳллĕ шайра йĕркелесе пынăшăн Пĕтĕм Раҫҫейри мас-рестлинг федерацийĕн Тав ҫырăвне Михаил Игнатьева парса чысланă.

Мероприятисене торжествăлла майпа уҫăнă ҫĕрте чи ăста спортсменсене наградăсем парса хавхалантарнă.

Ҫивĕч тупăшусене  кăҫал ҫĕршыври 22 регионтан килсе ҫитнĕ спортсменсем хутшăннă. Чăваш Енĕн хисепне 29 спортсмен хӳтĕленĕ.

Фоторепортаж



29 апреля 2019
09:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter