2019 ҫулта ҫуллахи кану вăхăтĕнче 102 пинрен кая мар шкул ачи хăйсен сывлăхне ҫирĕплетĕҫ, тавракурăмлăхне ӳстерĕҫ

Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.

Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем ачасен ҫуллахи канăвĕпе ҫыхăннă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă.

Республика Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче 2019 ҫулта ачасен канăвне йĕркелеме бюджетра 474 млн пăхса хăварнине хыпарланă.  Кăҫал ҫуллахи тапхăрпа 102 пин ачана кану учрежденийĕсене вырнаҫтарма плана кĕртнĕ.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов хăйĕн докладĕнче кăҫал ачасен сывлăхне ҫирĕплетме май паракан 392 организацине шута илнине хыпарланă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн пуҫарăвĕпе килĕшӳллĕн, учетра тăракан ҫула ҫитмен 220 ача валли кану лагерĕсенче профильлĕ смена йĕркеленĕ. Вăл мероприятисене икĕ тапхăрпа ирттерме плана кĕртнĕ. Пĕрне утă уйăхĕн вĕҫĕнче, теприне вара ҫурла уйăхĕн пуҫламăшĕнче йĕркелесшĕн.

Паян канашлура Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ырă хыпар пирки пĕлтернĕ. «Ҫамрăк профессионалсем»  федераци программипе килĕшӳллĕн, конкурс ирттернĕ.   Вăл ăмăртусенче Чăваш Енрен виҫĕ вĕрентӳ учрежденийĕ хисепе тивĕҫлĕ пулнă. Вĕсем: Канашри транспортпа энергетика техникумĕ, Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕ тата Шупашкарти электромеханика колледжĕ. Пĕтĕмĕшле федераци бюджетĕнчен вăл учрежденисене пурĕ 79 млн куҫать, вĕсен пурлăхпа техника бази пуянланать.

Чăваш Республикин вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министрĕ пурĕ конкурс ĕҫне РФ регионĕсенчен пĕтĕмпе 711 заявка тăратнине хыпарланă.    

«Вĕренӳ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, пĕтĕмĕшле 500 млн  тĕрев куҫать.   

«Кун пек пысăк ҫитĕнӳсем малалла ăнтăлма хистеҫҫĕ. Пурне те тав тăватăп. Вĕренӳ учрежденийĕсенче тимлекенсем хăйсем ҫине илнĕ ĕҫе пысăк яваплăха туйса пурнăҫлани паллă. Федераци центрĕнчен хушма укҫа-тенкĕ тивĕҫни - вĕренӳ пайне тата та вăйлăлатса пыма май парать.  Пысăк квалификациллĕ профессионалсене хатĕрлесе кăларма та аван. Пуласлăхра вĕсем тата та пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрĕҫ», - тесе палăртса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев



29 апреля 2019
16:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter