Паха чул вырăнне япăххине ан сарччăр

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра çулсен строительствипе юсавĕн ыйтăвĕпе транспорт министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Евгений Павлов сăмах илчĕ.

Кăçалхи Çул-йĕр фончĕ 5 миллиард ытла тенкĕпе танлашать: 1,2 миллиарда яхăн — федераци бюджетĕнчен, 3,87 миллиард — республика бюджечĕн укçи. Тăкаксен виçине кура кăçал пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕ те пысăк. Çулсен вырăнти сечĕсем çинче кăна вĕсен 104 километр тăршшĕ сыпăкĕсене юсамалла. Çул строительстви 33,6 километрпа танлашмалла. Ытти ĕç те пайтах. Калăпăр, çулсене çĕрле çутатса тăмалла тăвас тĕлĕшпе те плансем пысăк. Ĕçсене пĕтĕмпе 101 объектра пурнăçламалла. Программа хатĕр, халь ăна пурнăçламашкăн подрядчиксене суйласа илес, вĕсемпе контрактсем тăвас ĕç пырать.

Уйрăм контрактсене пурнăçлама тытăннă та ĕнтĕ. Михаил Игнатьев пĕр кунлăх фирмăсемпе çыхланма юраманни пирки пусăм тусах асăрхаттарчĕ: унашкаллисенчен тасалмалла, аукцион ирттерме ĕлкĕрнĕ пулсан вĕсен кăтартăвĕсене пăрахăçламалла. Инертлă материалсен пахалăхĕ пирки те сăмах пулчĕ. Аукционсене хутшăнакансем ĕçсен хакне нумай чакараççĕ тĕк — çакă сисчĕвленмелли сăлтав пулса тăмалла. Унашкаллисем кайран паха вак чул вырăнне пахалăхсăррипе усă курĕç — çакăнпа çырлахма юрамасть. Вăл программăна пурнăçлас тĕлĕшпе мĕнле чăрмавсенчен сыхланмаллипе кăсăкланнине хуравланă май Евгений Павлов çуллахи тапхăрта подрядчиксем Уралтан вак чул турттарас енĕпе йывăрлăх тухса тăма пултарасси пирки каларĕ. Чукун çул вакунсемпе çителĕклĕ тивĕçтереймессе пултарать. Унашкалли унччен те пулнă, çавăнпа республикăри пысăк подрядчиксенчен пĕри шыв транспорчĕпе те усă курнă, кăçал та çакна асра тытмалла.

www.hypar.ru

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
29 апреля 2019
16:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter