Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти вăй агрегачĕсен заводĕнче пулнă

Глава Чувашии: «Результаты реализации нацпроекта по повышению производительности труда на предприятиях республики впечатляют»Ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти вăй агрегачĕсен заводĕнче пулнă. Регион Ерӳҫипе пĕрле ҫул ҫӳревре Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Светлана Ананьева, Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков хутшăннă. Вĕсем «Ĕç тухăçлăхĕ тата халăха ĕçпе тивĕçтересси» наци проекчĕ епле пурнăçланнипе паллашнă.

Ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерессипе йышăннă наци проектне регионта  пĕрремĕш   «ЧЗСА» ТМЯО кĕнĕ. «Федеральный центр компетенций в сфере производительности труда» АНО эксперчĕсем заводра производствăн технологийĕсене ҫĕнетсе, хальхи пурнăҫпа килĕштерсе пыма тăрăшаҫҫĕ.

Предприятийĕн генеральнăй директорĕ Дмитрий Сидоров хăйĕн сăмахĕнче, заводра тимлекенсене ҫĕнĕлле ĕҫлеме хатĕрлесе пынине асăннă. Хăйсен паха ĕҫ опытне ытти производство пайĕсенче те ӳлĕмрен кăтартса пама пултарасса шанса каланă.  Мĕнпур ĕҫсене тĕпрен тĕпчесе пăхса тухнă, ҫитменлĕхсене палăртнă, ҫĕнĕ меслетсене ĕҫе кĕртсе янă, тухăҫлăха ӳстернĕ.  Палăртса хунисем пĕтĕмпех пурнăҫлансан, 2019 ҫулта ĕҫ тухăҫлăхĕ 15 процента ҫити ӳсесси паллă, таварсен калăпăшĕ те хăпарĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев калаҫăва малалла тăснă май, экономика аталанăвĕшĕн ҫĕнĕлле ĕҫлеме вĕренсе пыни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе хакланă.  Ҫитĕнӳсем пулсан, халăхăн ĕҫ укҫине те пысăклатма меллĕ. Ҫак тĕллевсем пирки пĕтĕмпех Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владмирович Путин тăтăшах палăртать, патшалăх политикин приоритечĕ тесе калать.

«Наци проекчĕпе ĕҫлени виҫĕ уйăх хушшинче пысăк ҫитĕнӳсем тума пулăшнă. Пурин кăмăлне те ҫĕклеҫҫĕ.  Ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерессипе тăрăшакан федераци центрĕпе ӳлĕмрен те тачă ҫыхăнса ĕҫлеме хатĕр», - тенĕ сăмаха ҫавăрса Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Енре ĕҫ производствин тытăмĕ тĕлĕшĕнчен республика центрне йĕркелесе янă.   Наци проектне пурнăҫа кĕртсе пырас тĕллевпе регионти экспертсем 2019 ҫулта ĕҫе тытăннă.  Специалистсем сертификата тивĕҫсен ытти предприятисене витĕм кӳме пуҫлĕҫ. 2024-мĕш ҫулсем тĕлне производствăра ҫĕнĕлле ĕҫлеме пĕлекен 570 специалиста хатĕрлесе тăратма плана кĕртнĕ.   

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче регион Ертӳҫи предприятире ĕҫлекенсемпе тĕрлĕ ыйтусем тавра канашланă, промышленноҫ предприятийĕсене патшалăх енчен куҫакан пулăшусем ҫинчен каласа кăтартнă.  Граждансене социаллă пулăшусемпе вăхăтра тата туллин тивĕҫтернине те асăннă, регионта тăтăшах ҫĕнĕ шкулсем, ача сачĕсем ҫĕкленсе пынине каланă, автомашина ҫулĕсене те тĕпрен ҫĕнетсе тирпейленине палăртнă.   

Тĕлпулăва пуҫтарăннисем регион Пуҫлăхне хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пирки каласа кăтартнă. Сĕнӳсене, хăш-пĕр уйрăм ыйтусене тĕрĕслеве илнĕ регион Пуҫлăхĕ.  

Фоторепортаж 1

Фоторепортаж 2



03 апреля 2019
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter